29 марта 2014 г.
Çамрăклах профессине тĕрĕс суйласа илнĕ, юратнă ĕçре тивĕçлĕ канăва тухичченех тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă çынсем - чăннипех те телейлисем. Çак йыша Первомайски ялĕнчи З. Данилкинана (хĕр чухнехи хушамачĕ Сидукова) та кĕртме пулать. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Зинаида Игнатьевна медицинăна халалланă. Çак сферăра пурĕ 36 çул тăрăшнă вăл. Пархатарлă ĕçшĕн медсестра ял-йыш, коллектив хисепне тивĕçнĕ.
Зинаида Игнатьевнан ĕç биографийĕ 1968 çулта, Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн, пуçланнă. Çуралнă ялах _ Первомайскри участок больницине ĕçлеме яни çамрăк специалиста чунтанах савăнтарнă. Ачаран медсестра пулма ĕмĕтленнĕ хĕр юратнă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă.
Ырă кăмăллă, пуринпе те ăшшăн калаçакан, хăйĕн тивĕçне чунтан пурнăçлакан çамрăк специалиста ĕçтешĕсем те, пациентсем те килĕштернĕ. Хирурги уйрăмĕнче Зинаида Игнатьевна çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă. В. Чамеев хирургпа, А. Никитинапа тата Р. Остроумова медсестрасемпе пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлени сиплевре ăнăçу кỹнĕ.
1970 çулта çамрăк специалист пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ _ вăл тăван ялти ĕçчен те сăпайлă йĕкĕтпе, "Рассвет" колхозра механизаторта вăй хуракан Ф. Данилкинпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Федор Яковлевичпа Зинаида Игнатьевна çемье лавне пĕрлехи вăйпа туртнă. Туслă çемьене пĕр хĕр виçĕ ывăл хутшăннă.
Данилкинсем хăйсен ĕçĕнче яланах тăрăшуллă пулнă. Кил-хуçалăхне те çирĕплетсе пынă. Вĕсем кирпĕчрен пысăк çурт туса лартнă, хуралтăсене çĕнетсе çавăрнă. Федор Яковлевичпа Зинаида Игнатьевна хăйсен ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Ачасем выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшнă, пахчара те ĕçленĕ.
Питĕ шел, пурнăçа сыпăнтарса пынă вăхăтра кил хуçи 1994 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Федор Яковлевич ун чухне хĕрĕх çиччĕре кăна пулнă...
Зинаида Игнатьевна, тăватă ачапа тăрса юлнăскер (кĕçĕннисем _ Петьăпа Ваня _ ун чухне саккăрта тата улттăра кăна пулнă-ха), йывăр хуйха ĕçре пусарма тăрăшнă. Ачасене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çитĕнтерес, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларас тесе килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă. Больницăра ĕçленисĕр пуçне колхозра çĕр улми, чĕкĕнтĕр пайĕсем илнĕ, вĕсене ачисемпе пĕрле çум курăкран тасатнă. Ачисем хăйне итлени, пур ĕçре те пулăшма тăрăшни хĕрарăма вăй-хăват парса тăнă. Вĕсем шкулта лайăх вĕренсе пыни, ĕçчен те сăпайлă çынсем пулса çитĕнни амăшне чунтанах савăнтарнă.
Хĕрỹ ĕçре çулсем пĕр сисĕнмесĕр хыçа юлаççĕ. 2004 çулта (сентябрь уйăхĕнче) З. Данилкина медсестра тивĕçлĕ канăва кайнă. Пархатарлă ĕçшĕн Зинаида Игнатьевнана "Ĕç ветеранĕ" медальпе, сумлă паллă знаксемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Данилкинсен ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех сумлă çынсем. Асли, Надя, экономист дипломне илнĕ, предприниматель. Коля, ял хуçалăх академине пĕтернĕскер, Шупашкарта инженерта вăй хурать. Петя Мускаври çăмăл промышленноç институтĕнчен вĕренсе тухнă, çак хуларах (специальноçпах) ĕçлет. Кĕçĕнни, Ваня, Мускаври Менделеев ячĕллĕ университет дипломне илнĕ, ку хуларах ĕçлет.
Хальхи вăхăтра Зинаида Игнатьевна пысăк та хăтлă çуртра пĕчченех пурăнать. Килте _ тирпейлĕ, çутă, хулари евĕр условисем. Выльăх-чĕрлĕх те тытать вăл. Пĕрлех ялти чиркỹре кассир тивĕçне те пурнăçлать, Турă çуртне килекенсемпе яланах ăшшăн калаçать.
Е. ПЕТРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)