29 марта 2014 г.
"Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче çур акине хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Вăрлăхсене хĕллех алласа кондицине лартнă. Пысăк пахалăхлă урпан "эльф" сортне 1,5 тонна илсе килнĕ. Ака ирттерме 50 тонна урпа, 50 _ тулă, 10 _ сĕлĕ, 10 тонна пăрçа янтăланă.
_ Хуçалăхăн 1060 гектар çĕр. Пĕлтĕр кĕрхисене 150 гектар акса хăварă. Вĕсене нумай пулмасть кайса тĕрĕслерĕм: аванах хĕл каçнă. Кăçал хăш хирте мĕнле культура çитĕнтермелли плана хатĕрлесе хунă. Минераллă удобренисене çак кунсенче турттарса пĕтереççĕ, _ тет хуçалăхра чылай çул агрономра тăрăшакан Н. Лукин.
Техника паркĕнче те шав тăрать. Часах тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене тĕрĕслеме комисси килмелле. Çавна май механизаторсем çанă тавăрсах тăрăшаççĕ. Хурçă "утсене" сиплеме юсав пайĕсем çителĕклĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)