12 марта 2014 г.
Митта Ваçлей ячĕллĕ премине виçĕ теçетке çул каялла, тĕрĕс-рех 1983 çулта, ун чухнехи ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлекен Илья Арсентьевич Иванов тăрăшнипе йĕркелесе янăччĕ. Хăй те сăвă-калав çыракан Начар Упи ялĕн яшĕ икĕ пысăк тĕллев лартса тунăччĕ çак пуçарăва. Пĕрремĕшĕнчен, чăваш поэзи классикĕн, Кĕçтенттин Ивановпа Çеçпĕл Мишши никĕсĕ çинче литературăна аталантарас тĕлĕшпе пысăк вăй хунă ентешĕмĕрĕн, Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Митта Ваçлейĕн ятне ĕмĕр асăнмалăх упраса хăварасси. Тепĕр енчен, литературăпа искусствăра пĕрремĕш сулмаклă утăмсем тăвакан хĕрсемпе каччăсене хавхалантарасси. "Патăрьел райкомолĕн премийĕ" ятлăччĕ вăл. Эп астунă тăрăх, лауреата ятарлă диплом тата символ шайĕнчи 25 тенкĕ паратчĕç. Хучĕ те хальхи пек чаплă мар, тексчĕ те ахаль машинкăпа кăна çапнăскер. Укçипе тем илеймĕн. Ун вырăнне лауреата комсомолăн пĕр-пĕр актив пухăвĕнче, аслă залта, район пуçлăхĕсен умĕнче сумлани, унтан райхаçатра пичетлесе кăларни ĕмĕрлĕхе асра тăрса юлнă. Чăн та, республикăра пултарулăхшăн паракан премисем пулнă-ха_Константин Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕ, комсомол обкомĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕ тата Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕ. Анчах Шупашкар вăл аякра, çулĕ вăрăм та сакăлталлă. Унта çитиччен хура сухал та шуралать темелле. Кунта вара яш-кĕрĕм çывăхра, ĕçĕ те куç умĕнче. Акă çав çулсенчех районти "Авангард" редакцинче ĕçлекен çамрăк журналиста Евгений Турхана çумхаçатра "Пăла хĕрринче" поэма кăларнăшăн асăннă премине тыттарнăччĕ. Епле савăннăччĕ лешĕ ун чухне! Çаках ăна ỹлĕмрен темиçе кĕнеке кăларма вăй панах тесе шутлатăп.
Каярахпа пысăк чыса Пăлапуç Нурăс шăпчăкĕ Петĕр Эревет тивĕçрĕ. Унтан _ шакăр çамрăксенчен тăракан Çĕньялти халăх хорĕ...
Ячĕ-сумĕ ỹссех пычĕ премин. Пĕчĕккĕн вăл республика шайĕнчи литература премине куçрĕ _ лауреатсен йышне Николай Исмуков, Ваçлей Давыдов-Анатри, Геннадий Айхи кĕчĕ. Кусем хамăрăн-ха, Патăрьелсем тейĕпĕр. Малалла ытти тăрăх хастарĕсем те хутшăнчĕç: Николай Петровский _Теветкел, Валем Ахун, Борис Борлен поэтсем.
Комсомолпа парти тытăмĕсем салансан, Шупашкарта пурăнма куçнă Илле Иванов республикăра Митта Ваçлей Фондне йĕркелесе пултарулăхра пысăк ỹсĕмсем тăвакан хастарсене палăртса хаклас йăлана малалла тăсрĕ. Халĕ лауреатсен "çарĕнче" журналистика, музыка, ỹнер искусствин деятелĕсем те пайтах. Хăшне-пĕрне çеç асăнса хăварам: Иван Христофоров юрăç, Виктор Аванмарт скульптор, Галина Вастрюкова радиожурналистка, ача-пăча писателĕ Ева Лисина, Николай Балтаев скульптор тата ытти те.
Паян Митта Ваçлей премийĕ _ тĕнчери халăхсем хушшинчи чăваш премийĕ те. Чăваш литературипе культурине аталантарас тĕлĕшпе паха ĕçсем тунăшăн ăна Сорбонна университечĕн прфессорĕ Леон Робель (Франци), Питер Франс (Англи) профессор, Джанроберто Скарчиа тата Алессандра Тревизан (Итали) тăлмачсем, Аника Бэкстрем поэтесса тата ыттисем те илнĕ. Лауреатсем хушшинче Казахстан, Турци, ĕлĕкхи Чехословаки гражданĕсем те пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Юхмапа Пăла тăрăхне те пĕрре кăна мар килсе курнă.
Преми лауречĕсене çуллен Митта Ваçлейĕ çуралнă кун (мартăн 5-мĕшĕ) тĕлне палăртаççĕ. Кăçал сумлă чыса Тольяттири чăвашсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Алексей Петрович Глухов, республикăри вĕрентỹ институчĕн доценчĕ Надежда Григорьевна Иванова тивĕçрĕç. Пĕрлех пирĕн районти "Авангард" хаçат та. "Чăваш чĕлхиллĕ хаçат ĕçне аталантарнăшăн, Митта Ваççлейĕн çутă сăнарне ĕмĕрлĕхе асра упрас ĕçе хывакан тỹпешĕн"-тенĕ Митта Ваçлей Хунтин (Фончĕн) йышăнĕвĕнче пирĕн пирки.Сăмах май каласан, халиччен республикăри нихăш хаçатпа журнал та, телекуравпа радиохыпарлав редакцийĕсем те çакнашкал чыса курман. Куншăн эпир, паллах питĕ савăнатпăр. Пĕрлех премине аванс шучĕпе йышăнатпăр, малашне чăваш халăх чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине упрас ĕçре тата хастарлăрах пулма тăрăшатпăр.
Мартăн 5-мĕшĕнче Митта Ваçлейне пуç тайма Патăрьел тăрăхне Шупашкартан Митта Ваçлей Хунти ертỹçи Илле Иванов ертсе пыракан делегаци килсе кайрĕ. Пысăках мар йышра _ маларах асăннă лауреатсем. Пĕрлех çак йĕркесен авторĕ тата Шупашкарти "Асамат" ансамбль юрăçи, чылай фестивальсемпе конкурссен дипломанчĕ, педагогика университечĕн студенчĕ Алина Фролова пулчĕç.
Хаклă хăнасене чăн малтан район администрацийĕнче район ертỹлĕх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Мансур Калмыков (администраци пуçлăхĕ хăй отпускра) кăмăллăн йышăнчĕ, лауретсене ăшшăн саламларĕ, район экономикин тата социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕ. Ун хыççăн хăнасем район центрĕнчи "Çăкăр" музее кĕрсе курчĕç, районти библиотека ĕçченĕсемпе курса калаçрĕç.
Музейра паллă поэта асăнса ятарлă курав уçнă, библиотекăра вара Митта Ваçлей пурнăçĕпе пултарулăхне паллаштаракан выставка хатĕрленĕ. Митта Ваçлей менельникне халалланă тĕп мероприяти поэт çуралнă ялта, Аслă Арапуç шкулĕнче иртрĕ. Капăр сцена çинче вĕренекенсем Митта Ваçлейĕн сăввисене вуларĕç, тĕрлĕ сценкăсем кăтартрĕç. Лауреатсем вара хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Митта Ваçлей премийĕн иртнĕ çулхи лауреачĕн, Патăрьел чăвашĕн Николай Николаевăн, районти тĕп библиотека ĕçченĕн Нина Мазякован, поэт тăванĕн, вырăнти сăвăçăн Яков Степановăн сăмахĕсене те итлеме кăмăллă пулчĕ.
Юлашкинчен Шупашкартан килнĕ хăнасем Митта Ваçлей вил тăпри çинче пулса чĕрĕ чечексем хучĕç, пурнăçран ир уйрăлса кайнă ентеша асăнчĕç.
Чăваш поэзийĕн классикĕн çуралнă кунне йĕркелеме пулăшнăшăн район администрацийĕн культура ыйтăвĕсемпе тимлекен специалистне Полина Логунована, Аслă Арапуç шкулĕн ертỹçисене, уйрăммăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Сорокинана, пĕрлех ял тăрăх пуçлăхне Владимир Секретова, "Малалла" тата "Певомайск" хуçалăхсен ертỹçине Михаил Петрова тата Олег Казенов хастар миттаçăна тав тăватпăр.
Николай ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)