01 марта 2014 г.
Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Свердловскри физкультура техникумĕнчен, Урал патшалăх университетĕнчен (1967), Мускаври педагогика институчĕн аспирантурипе (1980) докторантуринчен (1994) вĕренсе тухнă.
Патăрьел районĕнчи Ишлĕ шкулĕнче, Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче истори, физика, астрономи, физкультура урокĕсене ертсе пынă.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ. 1993 çултанпа Шупашкарти коопераци институтĕнче вăй хурать, хальхи вăхăтра - факультет деканĕ.
Н.Исмуков _ вун виçĕ кĕнеке авторĕ. Сăввисене чăвашларан хамăр çĕр-шыври тĕрлĕ халăх чĕлхипе тата итальянла, французла, акăлчанла, полякла куçарнă. "Ахăрсамана" сăвăлла трагедийĕ - уйрăмах паллă хайлав. Николай Аверкиевич наукăра та палăрнă çын. Философи категорийĕ, синергетика, наци культури тата ытти ыйтупа пилĕк монографи, 150 ытла статья çырнă. Философи наукисен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Раççейри социаллă Наукăсен академийĕн академикĕ. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1996). 1998 çулта литература тата искусство енĕпе Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.
2008 çулта "Чăваш халăх поэчĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Митта Ваçлейĕ тата Марфа Трубина премисен лауреачĕ. "Сăвва ытларах савăнăçлă вăхăтра вулаççĕ. Эпĕ вара ăна ăш-чик вырăнта мар чухне ытларах вулатăп, чунăмри "тĕнче тунсăхне" сирмешкĕн çыратăп. Тепĕр чух пĕрер йĕрке ăнăçлă çыратăн та шăрăх кун çăл шывне сыпкăм-сыпкăм ĕçнĕ пек лăштах пулатăн, лăпланатăн. Тĕрĕсмарлăхпа элек-мелек умĕнче те хăвна вăйлăрах туятăн вара. Çакăнта мар-и поэзин тĕп тĕллевĕ!" _ çапла шутлать Чăваш халăх поэчĕ Николай Исмуков.
Чун-чĕрене ыраттарса тасатса сиплемелли эмел вырăнне йышăнать вăл поэзие. Тата мĕнле шухăшсем канăç памаççĕ Наукăпа тата поэзипе пĕр харăс туслă пурăнаканскере?
Пăрçа хирне пытаннă ман ачалăх.... Йывăр вăхăтра çуралнă, паллах: 1942 çул, вăрçă кĕрлет... Кĕнекесенче те, биографире те çырнăччĕ: аттерен пилĕк эрнере юлнă эпĕ. Атте, Аверкий Андриянович Исмуков, чунĕпе сиснĕ пуль вăрçăран таврăнаймасса. Анне каласа панине ас тăватăп: сăпкаран илсе çĕклерĕ тет те вăрçа тухса каяс умĕн: "Эп сана текех кураймăп ĕнтĕ, ывăлăм, эсĕ мана кураймăн", - тесе сыв пуллашрĕ тет.
Тĕрĕссипе каласан, çăкăр-тăварсăр, юр-варсăр ỹснĕ. Тин çеç çуралнă ачана сĕт кирлĕ пулнă та ĕнтĕ _ анне хăйĕн пурçăн кĕпине сутса качака туяннă. Качаки нумай та пурăнаймасть тата. Крахмал завочĕ çумĕнчи лачакана лекет те самай шăнать унта. Кăмака умне сăхманпа хупласа вырттарнă ăна, пурпĕр чĕрĕлеймен шăнса пăсăлнăскер...
Налук пуçтарса çỹретчĕç тата. Чăх тытатăн-и, çук-и _ сурăхĕ пур-и е çук - патшалăха çăмарта, çăм памаллаччĕ. Ача чухне тата мана мĕн тĕлĕнтеретчĕ: кашни йăраншăн та _ налук. Пирĕн енче мĕншĕн-ха улма йывăççисем çук тесе те тĕлĕнеттĕм. Кашни тĕпшĕн каллех тỹлемелле пулнă иккен. Куçма тете тесе чĕнеттĕмĕр, унăн пурччĕ темиçе йывăç. Хамăрах çисе пĕтереттĕмĕр пуль пахчари пан улмисене _ пуç пỹрне пысăккăш чăмăртансанах эпир, шăпăрлансем, вăрттăн кĕре-кĕре тухаттăмăр.
Ют мул телей кỹмест
Эпĕ-çемьере чи кĕçĕнни. Атте ман иккĕ авланнă пулнă. Малтанхи арăмĕ чирлесе çĕре кĕнĕ, унран виçĕ ача юлнă. Пĕри вун иккĕре чух ăш чирĕпе чирлесе вилет. Тепĕр ывăлĕ, Илюк ятлăччĕ, вун саккăрта чух çухалчĕ. Аппа сакăр вун икĕ çулччен пурăнчĕ. Анне, Мария Ильинична, Çăл Атăк хĕрĕ пулнă, аттепе пĕрлешсен икĕ ывăл çуратнă. Иван тете манран тăватă çул аслăрах. Нумай çул Первомайски больницинче тĕп тухтăр пулса ĕçлерĕ. Паян кун - пенсире. Анне сакăр вун çичĕ çула пурăнса çитнĕччĕ. 1992 çулта пытартăмăр ăна... Вăхăчĕ çапла пулнă пуль ун чух: аннен, пуян çын хĕрĕ пулнăскерĕн, суйлама май пулман пуль çемйи кулаксен шутне лексессĕн. Кукаçи Шупашкар тĕрминче вилнĕ. Икĕ хĕрĕ _ Ксенипе Марье _ ялта чи сумлă та ĕçченскерсем, çапла çука юлнă.
Кукаçи шыв арманĕ тытнă. Коллективизаци пуçланса арманне те туртса илнĕ, каярахпа _ кил-çуртне те. Мунчара пурăнма пуçласан мунчине те тытса илнĕ. Ăçта кайса кĕмелле. Виçĕ ачаллине пăхса тăман ĕнтĕ вара Марье аттене качча тухнă чух...
Ăста платник-столяр пулнă ман кукаçи. Çĕпĕре çитсе унта пурăнакансен çурчĕсене йывăçран касса кăларнă эрешсемпе тĕрлесе-илемлетсе мул пухнă. Каярах унăн арман çуртне илсе кайнă чух пỹрт тăрринче пытарса хунă туприне тупаççĕ çурт пăсакансем...
Шăпа тени мĕнрен килет-ши вăл. Тĕлĕнмелле пулин те, кукаçине çаратакансем пỹкле вилĕмпе вĕçлеççĕ ĕмĕрĕсене. Пĕри мул пайланă чух çапăçса вилет. Тепри кукаçин шыв арманне хута янă чухне хĕсĕнсе вилет. Виççĕмĕшĕ чиркỹ чанне антарса пăрахнă чух ỹкет. Теприне тата, Шăхач çынни Арсентьева, хайĕн йыттиех çисе янă теççĕ...
Мĕнле асамлă вăй усалшăн тавăрать-ши чунсăр çынсене. Çынна ырă сунмалла. Усал усалпах çаврăнса килет.
Халăх философийĕ анлă
Тăватă йĕркеллĕ сăвăсен кĕнеки кĕлартăм. Рубайсем тетпĕр вĕсене. Литература енĕпе Патшалăх премине тивĕçрĕм уншăн. Пирĕн аслă поэтăмăрсенчен вĕренмелли нумай. Анчах пĕр япаланах темиçе хут калани çынна ватăлтарать. Кашнин хăйĕн çулĕ пулмалла. Юлашки вăхăтра поэзи философи еннелле туртăнни палăрать. Тĕнче ăс хакăлăн юхăмне хирĕç каяймăн, анчах кашни халăхăн хайне евĕр философийĕ. Ăна поэзи çунаттисем çине лартса вăй çитнĕ таран тỹпене çĕклесси _ пирĕн тивĕç. Сăвăсенче шухăшĕ те, туйăмĕ те виçеллĕ пулмалла. Картран тухсан поэзи пĕтет. Ăçта вĕсен шайлаштарăвĕ. Писменĕ - поэт чунĕ.
Философилле поэзие аталанма Чăваш çĕр-шывĕ ăнăçлă çĕре _ Анăçпа Тухăç культурин чиккине _ вырнаçнă. Анăç - шухăш. Тухăç _ ỹкерчĕк. Анăç _ уйрăмлăх. Туфхăç _ пĕрлешỹлĕх. Вăсен пахалăхĕсене сиплештерсе каласа пама рубай капашĕ шăпах вырăнлă пек туйăнать мана. Ку меслетпе чăваш сăвăçисем усă курман мар. Рубă_ сăвăрса кăларнă çаврăм шухăш, поэзи картне лартнă чăваш сăмахлăхĕ, халăхăмăрăн кăмăл-сипечĕ. Турри панă чухлĕ пултаруллăхăмпа хайларăм "Тăватйĕркене". Ырлакансем те пулчĕç, кĕвĕçекенсем те. Ура хурса пыракансене тав сăмахĕ каламалла: чăннипе, вĕсем тата ытларах вăй хурса ĕçлеме хĕтĕртеççĕ. Тăхăмсен асĕнче ырă тунă ĕçпе юласчĕ. Ламран лама çапла пытăрччĕ. Тен, пурнăç тупсăмĕ те çакăнта...
Чăвашăн ăслăлăх çỹпçинче мĕнле кăна пахалăх упранмасть пулĕ: литературăпа критика тишкерĕвĕсем, чĕлхе ыйтăвĕсемпе çырнă ĕçсем, историпе экономика тĕпчевĕсем... Анчах ятарлă литературăра паян кунччен те чăваш халăхĕн философине тĕпчесе çырнă наукăлла статьясем курăнмаççĕ. Ăс-хакăл тĕнчине мифологи шайĕнче пăхса тухнипех çырлахатпăр. Хăшĕ-пĕри тата философире наци хăйне евĕрлĕхĕ пулма пултарнине йышăнмасть çеç мар, хирĕçлет те. Ĕлĕкхи грексен, нимĕçсен, французсен, вырăссен философийĕ пур пулсан, пирĕн мĕншĕн пулмалла мар. Пилĕк монографи хатĕрлерĕм, уйрăм кĕнекесемпе Мускавра та пичетлесе кăлартăм темиçĕшне. Вĕсенче эпĕ матери, куçăм, пространство, вăхăт тата вĕсен татса татăлми çыхăнăвне чăваш хăй евĕр ăнланнине, çав ăнлавсене категори шайне çĕклеме пултарнине уйрăм тĕслĕхсемпе ĕнентерме тăрăшатăп.
Митталăх çинчен...
Поэзире ман вĕренекенсем çук пулĕ. Философире вара эпĕ ертсе пынипе тăватă çын философи наукисен докторĕ, икĕ çын философи наукисен кандидачĕ пулайнăшăн савăнатăп. Эппин, ахальтен мар профессор ятне илнĕ тесе сăвă çеç çырса пурăнма хатĕр чунăма лăплантаратăп. "Чăваш халăх поэчĕ" хисеплĕ ята тивĕçни те питĕ яваплă. Исмук йăхĕнчен ватти те, вĕтти те пĕлекен Митта Ваçлейĕ тухнă. Исмукран ик енелле кайнă эпир Василий Егоровичпа йăх тымарне пăхас пулсан. Сăмах май каласан, йăхра тата икĕ Ваçлей пур. Василий Егорович вĕсенчен вăтамми. Миттасенчен нумайăшĕ пултаруллă пулнă, сăвă-калав çырнă, куçарусемпе ĕçленĕ...
Манăн пултарулăха "Ахăрсамана" сăвăлла трагеди тухнă хыççăн пушшех те Василий Егоровичăн пултаруллăхĕпе танлаштарни те пулнă. Митта Ваçлейĕн икĕ томпа тухнă çырнисен пуххи умсăмахĕнче Геннадий Юмарт çапла каланăччĕ: "Митта шайĕнче çыракан çын пирĕн çук. Унăн "Тайăр" поэми пек вăйлă произведени тупаймăн. Исмуковăн "Ахăрсамани" те çитеймест ăна... Хветĕр Агиверпа пĕррехинче калаçрăмăр, "Санăн "Митта" поэма пур, çавăнпа танлаштарасчĕ хуть. Сăвăлла трагедие мĕншĕн вăл поэмăпа юнашар тăратмалла. Тепĕр енчен пăхсан, икĕ Митта кирлех-ши? Кирлĕччĕ-ши? Пĕр пек пулни мĕн тума кирлĕ" _ терĕ çыравçă.
Митта Ваçлейĕ вăл _ Митта Ваçлейĕ, ун пекки текех çук. Вĕресе тăракан пурнăç варринче тăнăскер хăрушă элек тỹссе курнă, çапах чĕрине чулланма паман. Унра - сăпайлăх, чăтăмлăх, çынлăх, чунлăх. Пĕр сăмахпа каласан _ митталăх.
Митта сăввисем ахальтен мар чуна пырса тивеççĕ... Паллах, унăн витĕмĕ пур ман пултаруллăхра, ун тунсăхĕ, чунлăхĕ... Митта Ваçлейне эпĕ пĕтĕмпе те икĕ хут курнă хам пурнăçăмра. Пĕррехинче хамăр килте, Василий Егорович Çĕпĕртен таврăнсан, тепринче _ ăна пытарас умĕн.
Пулас тăхăмсенчен хăшĕ те пулин пиртен ирттерекен сăвăç пулайсан тем пек савăнăттăм _ юнра пурри хăçан та пулин палăратех пуль-ха тесе шанатăп. Николай ывăлăм _ ăнăçлă сиплевçĕ - тухтăр, ăна хамăр çĕр-шывра çеç мар, Германире те пĕлеççĕ. Хĕрĕм экономист пулса тăчĕ. Мăнуксем те литература енĕпе каймарĕç: Гриша техника енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн аспирантурăра вĕренет халь, Егор та техникăна юратать: Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетра мехмат факультетĕнче вĕренет. Вĕсен ачисем, тен, пирĕн ĕçе малалла тăсĕç...
Утма çулта çул уçăлать кăна!..
Ялта ỹснĕ çын çут çанталăк çине урăх куçпа пăхать, çăкăр хакне туять, çын ĕçне хаклама пĕлет, перекетлĕхĕ пур. Çак таранччен те сĕтел çинчи тĕпренчĕксене шăлса илсе çỹп-çап витрине пăрахма ал çĕкленмест, çылăх пек туйăнать... Чăн тĕрĕссипе, вунă класс пĕтериччен те тăраниччен çăкăр çисе курман та-ха. Пурте колхозра ĕçленĕ хамăр. Социализм тунă, негрсене пулăшнă. Буфетра икĕ татăк çăкăр илмелĕх укçа парса яратчĕ анне.
Шкула çав çăкăршăнах каяс килетчĕ, йĕркеллех вĕреннĕ пулсан та. Шкулта стена хаçачĕ кăларакансен шутĕнчеччĕ эпĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем те хутшăнатчĕç ку ĕçе. Ман ỹкерчĕксем лайăх пулатчĕç, МТС директорĕн ачи Эдик та аван ỹкеретчĕ. Çичĕ класс хыççăн ỹнер училищине кайрăмăр унпа иксĕмĕр. Кивĕ йĕмпех килтĕм Шупашкара _ пĕр чĕркуççи çинче тем пысăкăш тăваткал саплăкчĕ... Пĕр начальник валли мăк илсе килекен машинăн кузовĕнче выртса килтĕмĕр хулана. Мăкĕ самай нỹрĕ тата - йĕп-йĕпе çитрĕмĕр хулана.
Мана илчĕç училищĕне. Пĕрремĕш хут батон çисе курнăччĕ ун чух. Малтанхи кунсенчех çав тери килшĕн тунсăхлаттăм, йĕреттĕм. Хура кĕркунне улма кăларма ячĕç пирĕн ушкăна. Ун чух кая юлса кăларатчĕç çĕр улмине _ сивĕччĕ, урасем шăнатчĕç. Эп чи кĕççĕнни тата. Пурте кĕрнеклĕрех, каччисем салтака кайса килнĕ, вырăсла та лайăх калаçатчĕç...
Çĕрпỹ районĕнчи пĕр ялта чакаланаттăмăр. Çавăнтан тарса килтĕм тăван яла.
Документсене те илсе килмен хам... Хамăр шкулах саккăрмĕш класа кайрăм вара.
Ỹкерес киленỹ ĕмĕр тăршшĕпех пычĕ, темиçе çул каялла курав та йĕркеленĕччĕ. Портрет жанрĕнче пит маçтăрах мар эпĕ, пейзаж ỹкерме юрататăп. Кивпулăхри çуртра упранаççĕ ĕçсем. Халь ỹкерес кăмăл питех çук, вăхăчĕ те çитмест.
Шкулта чухнех ман алла философи словарĕ лекнĕччĕ. Ку япала çапла пулса тухнăччĕ. Пиртен икĕ çурт урлă Макаров Василий Тимофеевич пурăнатчĕ, çав тери вăйлă бухгалтерччĕ вăл. Кĕнекесем нумайччĕ унăн, пураласа тунă кĕлетре упратчĕ кивĕреххисене. Эпир, ачапча, картиш енчен пралук чиксе ярса туртса кăлараттăмăр мĕн çакланнине пулă тытнă пек. Шут ĕçĕ çинчен çырнă кĕнекесем лекетчĕç ытларах. Пĕррехинче "философи словарĕ" вырăсла кĕнеке тупăнчĕ. Ăна текех ниçта та хăвармастăм _ кĕлте турттарнă чухне те словарь вулаттăм.
Тем çỹллĕш купалаттăмăр кĕлтесене _ кунĕпе вĕсене капана ывăта-ывăта каçхине кăвапаран туртса ырататчĕ... Ритвана пушататтăмăр та йĕтемре, урапа тĕпне темиçе кĕлте хăварса меллĕн вырнаçтараттăм та унта выртсах вуласа пыраттăм. Ытти ачасенчен çỹллĕрехчĕ те эп мĕн каланине юлташсем итлетчĕç, чĕрмантармастчĕç. Ушкăнпа çỹреттĕмĕр те-ха хиртен йĕтем çине, эпĕ варрине тăрататтăм хамăн лашана. Вăл хăех çул пĕлет, ыттисенчен юлмасть. Темиçе çухрăм хирелле тухмалаччĕ, çав вăхăтпа усă кураттăм _ философи словарьне "чăматтăм".
Хăш терминне ăнланнă, хăшне ăнланман ĕнтĕ хам, пур пĕр питĕ кăсăклăччĕ.
Астрономи, физика предмечĕсене юратса вĕренеттĕм. Вуннăмĕш класра философи факультечĕсем ăçта пуррине ыйтса пĕлнĕччĕ: Мускавра, Ленинградра, Свердловскра. Дон çинчи Ростовра тепĕр вунă çултан тин уçнăччĕ. Карттă çине пăхрăм та пуйăс çинчен пуйăс çине куçмасăр çитме май пур хулана суйласа илтĕм _ Свердловска Канаш урлă икĕ талăка яхăн каймалаччĕ. Кайран нумай çỹренĕ ĕнтĕ калла-малла...
Ачаранах спортпа туслă пулнă та йĕлтĕрпе чупас енĕпе, шывра ишессипе тата çỹле сикессипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланăччĕ. Ачапча чух ишме юратни пулăшнă. Пур мелне те пĕлетĕп теме пулать: брасс, кроль, баттерфляй...Икĕ хутчен путса вилме пултарнă хам. Апла пулсан та шыва юратма пăрахман. Пĕррехинче шыв авăрне лекнĕччĕ те аран талпăнса тухнăччĕ... Ялта çырмасем тулличчĕ эпĕ ача чухне, халь вара чăх утса каçаять.
Техникумри спортсменсене общежитире вырăн паратчĕç, апатне те лайăх çитеретчĕç: яшка мĕн чухлĕ çиес килет, çавăн чухлĕ çи. Çăкăр сĕтел çинче çаплах ларатчĕ. Стипенди те паратчĕç.
Философи çинчен ĕмĕтĕме манман, каярах пур пĕр малалла вĕрентĕм. Халăхра стереотип пур: нумай сăмах юптаракан çынна йĕкĕлтерех "вăт философ!" теме пултараççĕ. Чăн-чăн философ вăл сахал сăмахлă, унăн хăйĕн академиллĕ чĕлхи.
" Эп пĕчĕк аслăк тăрринчен мĕн пур çут тĕнчене куратăп..."
Ку йĕркесене эп шкулта вĕреннĕ çулсенче çырса пынă тетрадьре асăрхарăм. Юрать, ниçта та пичетлемеççĕ тесе алла усман çамрăк чух. Район хаçатне ярса параттăм _ малтан темиçĕшне лартса ячĕç те тек кăлармарĕç. Нумай çул иртсен тин пĕлтĕм сăлтавне _ ун чухнехи хаçат редакторĕ шкул ачи лайăх шайра сăвă çырма пултараймасть, Исмук Миккулĕ таçтан йăкăртать пулмалла тесе каланă тет.
Чăваш поэчĕсене вулама вăхăчĕ пулман ĕнтĕ парти çыннин... Чăваш литературинче хăйне евĕр ахăрсамана пырать халь _ сăвă-калав çырса çеç пурăнаймастăн. Çемьене тăрантарма пултаракан професси те кирлĕ. Философи маншăн шăпах çакăн пек професси. Философи _ абстракцилле категори шайĕнчи ăс-хакăл. Ăна пĕтĕм чунпа юратаймастăн. Поэзи валли вара чи малтан чун кирлĕ. Çав тери ăслă çырсан çынсем ăнланмаççĕ. Чун çинчен манса кайса çырсан _ вуламаççĕ, йышăнмаççĕ.
Поэта халăх пĕлмесен япăх. Халăхăн палашмалла сăвăçсен ĕçĕпе. Çав вăхăтрах сан поэзине ăста поэтсем йышăнмарĕç тĕк те йывăр. Халăх та юраттăр, ăста поэтсем те хисеплесе хаклаччăр. Тепĕр тесен, вăхăт хăех вырăна лартать _ тивĕçсĕр манăçнă поэтсем те пур пирĕн, çав вăхăтрах ĕнер çеç кăшкăрашса çỹренĕ поэтсем çухалса пыраççĕ. Те çыраймаççĕ, те хевти пĕтнĕ, те шалта мĕн пуррине çырса пĕтернĕ те тек ним те çук.
Ман хевте пĕтмен. Ку вăл тем пысăкăш телей. Темиçе йĕрке ăнăçлă çырăнать те темиçе кун хăпартланса çỹретĕн. Аннем нихçан та хистесе "çав профессие суйла" тени пулман, вăл хăйĕн ачисене ăнланма тăрăшнă, вĕсене ĕненнĕ. Эпĕ Свердловска тухса каяс умĕн шăпах сысна çăвăрланăччĕ, икĕ çурине сутрĕ çул укçи тупма. Вăл пире яланах хавхалантарма тăрăшнă. Каярах вара хаçат-журналта ман сăвăсем тухсан вĕсене çатăрка хутпа чĕркесе стена çине вырнаçтаратчĕ...
Н. ОСИПОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)