01 марта 2014 г.
Хальхи вăхăтра вырăнсенче çулталăкри ĕç-хĕле пăхса тухмалли граждансен пухăвĕсем пыраççĕ. Первомайски ял халăхĕ те çак тĕллевпех культура çуртне пуçтарăннă. Пухăва район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Валерий Краснов, район полицийĕн участок уполномоченнăйĕсен пай пуçлăхĕ Зуфар Камалетдинов, районти пушар надзорĕн дознавателĕ Владимир Давыдов хутшăннă.
Иртсе кайнă çулталăк Первомайскисемшĕн начар йĕрех хăварман. 2013 çулта ял халăхĕшĕн тата халăхпа пĕрле тунă ĕçсем, финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ, бюджетăн пурлăх тата расхут пайĕсем, культурăпа спорт мероприятийĕсене хутшăнни тата ытти тĕп ыйтусем пирки ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Секретов паллаштарнă. Тĕп докладра вăл ял тирпей-илемĕ, усă курман çĕрсене, пайсене саккунлă майпа йĕркене кĕртес ыйтусене те çивĕчлетнĕ, ял тăрăхĕнче кăçал пурнăçламалли ĕçсем пирки чарăнса тăнă.
Район представителĕсем те паян ял халăхне кăсăклантаракан ыйтусене хускатнă: районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăç аталанăвĕ, территорисене тирпейлесси, ялти çулсене йĕркене кĕртесси, участокри уполномоченнăйпа вырăнти влаç органĕн çыхăнăвĕ, преступленисене чакарас тĕллевпе пĕрле пурнăçламалли тĕллевсем, ялсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса пурăнасси тата ытти те.
Пухăва килнĕ граждансем хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăрас, çапкаланса çỹрекен йытăсене тытас, урамсене каçсерен çутăпа тивĕçтерес проблемăсене хускатнă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)