05 февраля 2014 г.
Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче "Тав" суту-илỹ компанин парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртрĕ. Ăмăртакансемпе курма килнисене Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Секретов, компанин генеральнăй директорĕ И. Антонов, "Слава картофелю" çĕр ĕç фирми председателĕ А. Капитонов, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В. Семенов тата ыттисем те саламларĕç. Ăмăртма вара кỹршĕ район кĕрешỹçисем те килнĕ.
Хăйсен виçе категорийĕсенче И. Михайлов, Р. Кудряшов, М. Молочников, А. Чашкин (Первомайскинчи вăтам шкул), А. Порфирьев (Хирти Пикшик) пĕрремĕш вырăнсене тухса савăнтарчĕç.
Первомайски ял тăрăхĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе нумайăн интересленеççĕ. Çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе те çыхăннă çакă. Хавхалантараканĕсем те пур ачасене. "Тав" суту-илỹ компанийĕ акă Аслă Арапуç ялне 72 мат (ашăк) илсе пачĕ. Кĕрешỹçĕсене те парнесĕр хăвармарĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)