29 января 2014 г.
Первомайскинче çуралса ỹснĕ Александр Сорокина (сăн ỹкерчĕкре) çуралсанах Турă хăй аллипе сĕртĕннĕ пуль. Пултарулăхĕ пур енлĕ аталаннă пирки ман ун пирки çапла калас килет. 23 çулти каччă хут купăсне тăсса ярать те, чуна е савăнтарать, е йĕртет. Юррисем çамрăксемшĕн те, аслă çултисемшĕн те питĕ çывăх. Аслă Арапуç йĕкĕчĕн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашма хăйĕнпе тĕл пултăм.
_ Саша, сан юрлас-ташлас пултарулăх камран-ши?
_ Эпĕ мĕн ачаранах кĕвĕ тĕнчинче ỹснĕ. Манăн асатте те, кукаçи те _ питĕ ăста купăсçăсем. Çемье уявĕсенче купăс тытатчĕç те пĕр çемĕ хыççăн теприне шăрантаратчĕç. Пỹрт кĕрлесе çеç тăратчĕ. Вĕсемех çак инструмента юратма, унпа калама вĕрен-трĕç. Çакăншăн вĕсене тав сăмахĕ çеç калас килет.
_ Хальхи яш-кĕрĕм ытларах экономист, юрист профессийĕсене суйласа илме тăрăшать. Эсĕ мĕншĕн хăвăн пурнăçна кĕвĕпех çыхăнтарма шут тытрăн?
_ Мĕн пĕчĕкренех асатте-асанне юрланă юрăсем килĕшеççĕ. Манăн вĕсене пулас ăру валли питĕ упраса хăварас килет. Çак туйăмах Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкултан пĕтĕмĕшле пĕлỹ илнĕ хыççăн Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине кайма хистерĕ-тĕр. Унта эпĕ 2007-2011 çулсенче ăс пухрăм. Музыкăна тата ытларах туйма, кĕвĕ çырма хăнăхрăм. Алла диплом илнĕ хыççăн пĕр çул шкулта музыка урокĕсене ертсе пытăм. Анчах хамăн пултарулăха тата малалла аталантарас туйăм çĕнтерчĕ. Çавăнпах Сарă тури (Саратов) консерваторине фольклор енĕпе вĕренме кĕтĕм. Халĕ эпĕ 2-мĕш курсра.
_ Пĕрремĕш хут сцена çине тухнине ас тăватăн-и?
_ Шкулта, кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне пĕччен юрланăччĕ. Чĕре сиксе тухасла тапнине халĕ те манаймастăп. Училищĕре чухне тĕп хулара тата ытти тăрăхсенче аккомпаниатор пулса тĕрлĕ концертсене хутшăннă.
_ Пушă вăхăта мĕнле ирттерме юрататăн?
_ Тĕрĕссипе каласан, вăл ман сахал. Пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе концертсем йĕркелетпĕр, районсене, республика тулашĕсене тухса çỹретпĕр. Çывăх вăхăтрах Патăрьелне Типшĕм Сашук юрăçпа концертпа килме шухăшлатпăр. Çавăн пекех туйсене, юбилейсене тамада пулса ертсе пыратăп. Пушă вăхăт тупăнсан, юрăсем кĕвĕлетĕп.
_ Тавах калаçушăн. Малашне те санпа юнашар ăнăçу çеç çỹретĕр.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)