Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ферма кĕрсен, мĕн сас лайăх?

29 января 2014 г.

 Ферма кĕрсен выльăх сассинчен лайăхраххи мĕн пур-ши? Пĕчĕк пăрусем сиккелесе вылянине курсан, ĕнесем мăшлатса сывланине илтсен чăннипех те чун савăнать. Аслă Арапуçĕнчи "Первомайск" ял хуçалăх предприятийĕн ĕне витине кĕрсен те кăмăл уçăлать. Хальхи вăхăтра кунта 312 пуç ĕне-выльăх. Сăвăнаканни _ 110, пушмак пăрусем _ 20. Иртнĕ çул пĕр ĕнерен вăтамран 4012 килограмм сĕт сунă, 100 ĕнерен 108 пăру илнĕ. Пĕчĕк мăклашкасем талăкра 570 грамм ỹт хушнă. Кăтартусене пăхсан ĕç-хĕл аванни, хуçалăхăн тĕп отраслĕсенчен пĕри аталанса пыни сисĕнет.

Акă, 2012 çул вĕçĕнче ăратлăха çĕнетес тĕллевпе Комсомольски районĕнчи пĕр хуçалăхран пушмаксем илсе килнĕ. Кĕтĕве лайăхлатассипе халĕ те тăрăшаççĕ. Вăкăрсене ял халăхне сутаççĕ пулсан, тынасене хăвараççĕ.

_ Выльăхран продукци илес тесен çитермелли те кирлĕ. Çулла апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Паян ĕнесене сенаж, пусыпкă, улăм, жом тивет. Пушмаксемпе пăрусене утă тата минераллă витаминсем те паратпăр. Хĕл сиввисем пирĕншĕн хăрушă пулмасса шансах тăратпăр, _ тет хуçалăхра зоотехникпа ветеринари врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н. Трофимова.

Витесене сивĕ кунсене кĕтсе илме тĕплĕ хатĕрленĕ: стенасене шуратса дезинфекциленĕ, урайне çĕнетнĕ. Пĕчĕк пăрусен клеткисем таса. Тислĕк тасатакан транспортер шăкăлтатса çеç тăрать. Санитари кунĕсене йĕркеленĕрен витесенче тирпейлĕ.

Чир-чĕр ересрен те асăрхансах тăраççĕ. Профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттерме эмелсем çителĕклĕ. Çавăнпах кунта юлашки çулсенче пăрусем чирлесе вилнĕ тĕслĕх пулманпа пĕрех. Лейкозлă ĕнесем те 2-3 пуç кăна. Çакăнта Н. Трофимова специалистăн тỹпи пысăк.

_ Надежда Геннадьевна ĕçлеме пуçланăранпа выльăхсем чирлесе нушалантармаççĕ. Йăшнисене тỹрех сиплеме пуçлать, _ теççĕ тухтăр пирки фермăра вăй хуракансем. Коллектив кунта питĕ туслă. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени калаçуранах сисĕнет. Куллен ĕçе 4 доярка килет. Вĕсем хăйсемех пăрусене пĕр уйăха çитиччен пăхаççĕ. 8 скотник апат парать тата ытти ĕçсене те пурнăçлать.

Витесене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех тунăран çĕнĕлĕхсемпе усă курма майĕ сахалрах. Çавăнпах сĕте тỹрех пăрăх тăрăх сивĕтмĕше ярассине йĕркелемен-ха. Апла пулин те "Батыревское молоко" пĕрлешỹ шурă шĕвекĕн пахалăхĕ лайăхран пысăк хакпа туянать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика