Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂШАРНИ УЯВĕНЧЕ

25 января 2014 г.

Эпир, аллăмĕш çулсенче çуралса утмăлмĕшсенче шкулта вĕреннĕ çынсем, чиркỹ йăли-йĕркине тытса пыма пĕлмен. Нумайăшĕ ун чухне "тĕн вăл халăхшăн опиум", урăхла каласан пуçпа ăс-тăна пăтратакан хăрушă наркăмăш _ наркотик_ тесе шутлама хăнăхнă. Çапах та пулнах, пулнах чăн тĕне тытса пыракансем! Акă Турра чĕререн хисеплекен аннемех кăшарни-крешени умĕн каçхине мĕн пур алăксемпе чỹречесен умне пурăпа хĕрес хурса тухатчĕ, Христос тĕне кĕнĕ кун вара вунă çухрăмри Тăрăн чиркĕвĕнчен пĕчĕк савăтпа илсе килнĕ таса шыва ĕçтеретчĕ. Вак касса шывра йĕпенесси вара ниçта та пулман. Илтмен те ун çинчен.

Халĕ ĕнтĕ эпир пурте çакă тĕрĕс мар идеологи иккенне, тĕн те, чиркỹ те никама та, нимĕне те сиен кỹменнине пурте лайăх ăнланатпăр. Пачах та урăхла, вĕсем патшалăхри тăнăçлăха упрама, кашнине тирпейлĕрех те йĕркеллĕрех пулма, ырăпа усала уйăрма вĕрентнине лайăх ăнланатпăр. Мухтав Турра темелли-и ĕнтĕ пурин те ун пек чух?

Кăшарни христиансен чи аслă 12 праçникĕсенчен пĕри шутланать. Пин çул ытла Раççейре кăрлачăн 18-мĕшĕнчен 19-мĕшне куçнă каç çырмасенче, çăлсенче тата кỹлĕсенче вак касса шыва кĕнĕ. Илнĕ светтуй шыв çулталăкĕпех пăсăлмасăр ларнă, ăна чир-чĕртен сывалма, кил-çурта усал-тĕселрен тасатма усă курнă.

Иртнĕ çулсенче кăшарнинче мана çине-çинех Аслă Арапуç тăрăхĕнчи Сител çумĕнчи кỹлĕ патне кайма тиврĕ. Кăçал та унтах уява хутшăнма май пулчĕ. Кунĕ хăвеллĕ те çутă. Анчах çирĕм градус ытла сивĕ. Хĕвел анăç енчен касса çил вĕрет. Апла пулин те кунта тĕрлĕ ялтан ватти те, вĕтти те чылайăн праçнике пуçтарăннă. Активистсем эрне кунах хулăм пăра хĕрес евĕр касма пикеннĕ иккен. Кĕрсе тухма меллĕ пултăр тесе вак тĕпне хăма сарнă, карлăксем майлаштарнă. Халăх пухăнакан вырăна пымалли çула та, автомашинăсем лартмалли лаптăка та лайăх хырса тасатнă. Куçа курăнман инкекрен сыхланма медицина ĕçченĕсем, МЧС сотрудникĕсем, полицейскисем пур. Хурансемпе чей тата пулă шỹрпи вĕретме лартнă.

Аслă Арапуç чиркĕвĕн настоятелĕ, епархин Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Сергей атте уяв ячĕпе шурă тум тăхăннă. Ал-урапа пит куçа çил ачисем хыпашлаççĕ пулсан та вăл кĕлĕ тĕплĕ тăвать, васкамасăр темиçе хутчен пысăк кĕмĕл хĕресне чике-чике илсе шыва сăваплать. Сăмах май каласан, крешенинче Иисус Христос хăй шыва кĕрет, çав вăхăтра кирек епле шыв та (кранран юхаканни те) асамлă вăй пухать-мĕн.

Çакăн хыççăн пачăшкă пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламлать, турă шывне сапса тухать. Паллах ĕнтĕ, пăрлансах тăракан вакка та чăн малтан кĕрет, ыттисене чăмпăлтатса илме сĕнет. Ырă тĕслăх вăл хăй хавхалантару.

Ытти çулсенчи пекех, чăн малтан район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов сивĕ шывра виçĕ хут чăмса илет. Ун хыççăн _ ял пуçлăхĕ Владмир Секретов, райадминистраци подразделенийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем, районти предприятисемпе учрежденисен пуçлăхĕсем_ Петр Перепелкин, Геннадий Афанасьев...Кăçал Николай Иванович мăшăрĕ тата улттăри мăнукĕ те çỹçеннине пĕрре кăтартмасăр таса шыва кĕрсе тухрĕç. Маттур тесе епле каламăн çак çемьене!

Темиçе çул каялла кăна районти иорданьсене (ваксене халĕ çапларах калакан та пур) хăрах алăри пỹрнепе те шутласа тухма та май пурччĕ. Кăçал вара вун икĕ çĕрте шыва кĕмелли вырăнсем ăсталанă.

Н.ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Н.ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика