Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕл кунĕнчи чи ăшă парне"

22 января 2014 г.

 Унтан тин тăваттăмĕш çул кăлава "лавне" туртакан хуçа çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме пикенчĕ. Хăйсен вăйĕпе, хастарлăхĕпе тунă ĕçсем пирки итлесе ларма кăмăллă. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри вăл _ культура "вучахне" "сỹнме" паманни. Строительсем ялти пысăк клуб тăррине тĕпрен юсас тĕллевпе вăтăр икĕ çул хăпарман пулнă. Юлашки çулсенче унтан çумăрĕ сăрхăннă, юрĕ те хỹнĕ. Пĕлтĕр вара ăна вĕсем хăйсен вăйĕпе çĕнетсе тирпейленĕ. Паян вара унта кашни кун тенĕ пекех ĕç вĕрет, тĕрлĕрен кăсăклă мероприятисем иртеççĕ.

Ку чухне ял çыннин пурнăçĕ çулсеренех лайăхланса, хăтлăланса пырать пулин те, ял тăрăхĕн вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне туса хурас ыйтупа та ĕçлемелле. Çак тĕллевпе те вĕсем ĕлĕкхилле, нимелле кар тăнă. Эрне хушшинче Пăлана пĕвелесе лайăх кỹлĕ туса хунă. Халĕ ăна çурхи шыв çурса ан кайтăр тесе çеç пăхса тăма тивĕ.

Урамсенчи çулсене, каçма-кĕперсене тирпейлесе тăрасси те _ тĕп ыйтусенчен пĕри. Пĕлтĕр Каншелĕнчи пĕр урама (çич çĕр метра яхăн) вак чул сарса якатнă, Анат Чакăран каçса çỹрекен кĕпере юсанă. Сăмаха укçа-тенкĕ пирки пуçарсан та Владимир Алексеевич пусарăнса калаçмарĕ.

_ Иртнĕ çулхи бюджет пĕр миллион та 344 пин тенкĕ. Эпир ăна 104 процент ирттерсе тултартăмăр. Расхучĕсем вара пирĕн сахал мар. Ял тăрăхĕнчи пилĕк клубпа виçĕ вулавăша, икĕ фольклор ушкăнне тытса тăма çеç укçа-тенкĕн çурри ытла каять. Вырăнти пушар хуралне сыхă тăратма _ тепĕр 350 пин тенкĕ. Юрать-ха, ку тĕлĕшпе пирĕн ял халăхĕ пысăк ăнлануллă. Иртнĕ çул çынсем 116 пин текнĕ укçа пуçтарса панă. Вĕсене куншăн пысăк тав сăмахĕ каламалăх пур, _ терĕ вăл.

Первомайски ял тăрăхĕ ытти хăш-пĕр хутлăхсемпе танлаштарсан пĕчĕк мар. Пилĕк ялти ĕçе йĕркелесе пыма та ансат мар. Яла тирпей-илем кĕртес, пуянлатас, халăха савăнма тата канма кирлĕ условисем туса парас ĕçре уйрăм хастарсем, предпринимательсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем вара сахалăнах мар: хĕрĕх ытла. Нумай пулмасть çеç, сăмахран, И. Антонов спорта юратакансем валли 70 пинлĕх кĕрешме тухма кавирсем парнеленĕ. Ю. Власов, С. Порфирьев тата ытти уйрăм хастарсем чылай чухне ял халăхне пулăшма алă тăсса пама хатĕр.

Ял тăрăхĕ тĕрлĕрен программăсенчен те айккинче юлмасть. Иртнĕ çул çеç вăл федераллă саккунпа килĕшỹллĕн кивелнĕ çурт-йĕрте пурăнакан виçĕ çемьене хваттер илме, тепĕр çамрăк специалиста çурт-йĕрне çавăрма субсиди парса пулăшнă. Кăçалхи ĕмĕчĕсем те сулмаклине пĕлтерчĕ ял пуçлăхĕ. Лаша çулталăкĕнче Сителти Выросовсен тата Первомайскинчи Яковлевсен нумай ачаллă пысăк çемйисем çĕнĕ çуртсене пурăнма куçĕç. Сителсен вара республика программине хутшăнса кăçалах хăйсен çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ пулмалла. Культура çулталăкне кăмăл-сипет тĕ-лĕшĕнчен çỹллĕ шайра ирттерсе ямалли программа та пысăк.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика