Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш халăх артистки Первомайски тăрăхне те çитнĕ

21 декабря 2013 г.

НУМАЙ пулмасть СССР халăх артистки Вера Кузьмина тĕп хуламăрти Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Хăй ĕмĕрĕнче çĕршер сăнар калăпланă сцена ăсти паян та танлăн утса çỹрет-ха. Вăл çеç те мар, спектакльсене те хутшăнать, халăхпа та тĕл пулать. Çак кунсенче чăваш халăхĕн хисеплĕ Амăшĕ (çаплах калас килет) Первомайскинчи вăтам шкула çитсе коллектива хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Утмăл çул сцена çинче хăйĕн маçтăрлăхне туптакан чăваш хĕрарăмĕ "Хура Чĕкеç", "Çĕпĕр дивизийĕ" спектакльсен сыпăкĕсенче калăпланă сăнарсене никам та пăлханмасăр пăхайман.

Вера Кузьминапа пĕрлех Григорий Федоровпа Марина Яковлева артистсем, Людмила Федорова юрăçă та куракансене шоу-концертпа савăнтарнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика