18 декабря 2013 г.
Çаксен шутне Шурбинсене, Сидоровсене кĕртес килет. Мăшăрĕсем вĕсен ютран. Акă, Галина Иосифовна Куславкка районĕнчи Чăрăшкассинчен. Вăл Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче вĕ-реннĕ. Çакăнта паллашнă та ĕнтĕ мăшăрĕпе _ Владимир Николаевичпа. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ. Çемьере мăкăнь евĕр виçĕ чипер хĕр ỹссе çитĕннĕ. 4 мăнук çитĕнет Шурбинсен, кукамай-кукаçи пулнă вĕсем. Ачисене тĕреклĕ ура çине тăма харсăррăн пулăшаççĕ. Хуçалăхра сăвăнакан 2 ĕне, пăрусем, сысна амисем тытаççĕ. Çав хушăрах коллективлă ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕнчен те пĕрре те юлмаççĕ.
_ Галина Иосифовна пеккине халĕ тупма йывăр. Минимум тултарманни пĕрре те пулман унăн. Ĕçчен аллисем яланах ĕç тупаççĕ. Çуллахи вăхăтра севок, кишĕр, выльăх кăшманĕн, çĕр улмин пайĕсене илет. Анисем пуринчен таса. Çавна май тухăçĕ ыттисенчен ытларах. Маларах хăмла йĕрĕсене тирпейлĕ тасатса тăратчĕ. Хĕлле вара улăм турттарма тухать. Çуркунне çĕр улми, пĕрчĕллĕ тĕш тырăсен вăрлăхĕсене яровизациленĕ çĕре хутшăнать,_ теççĕ ун пирки "Малалла" хуçалăх кантурĕн специалисчĕсем. Ĕçчен çыннăн утти те вăр-вар, килĕшỹллĕ.
Ялта виçшер-пилĕкшер ĕне-выльăх тытакансене пỹрнепе хуçса шутласа тухма пулать. Сăвăнакан виçшер ĕне вара Сидоровсем усраççĕ.
_ Галина Иосифовна урапи çинех "лараймастпăр" пулин те выльăх-чĕрлĕхне усрама тăрăшатпăрах,_ тет Галина Васильевна.
_ Тĕп ĕç пур пулин те çулленех пай тума та ỹркенместпĕр. Çемье бюджетне самай тĕреклетет-çке вăл. 1992 çулта сахăр чĕкĕнтĕрĕ çинче ĕçленĕшĕн натура тỹлевĕпе 72 килограмм сахăр песукĕ илнĕччĕ. Вăл вăхăтра талон системиччĕ. Çакăн чухлĕ пылак çимĕçе ăçтан тупăн. Ачасем песукран татăк тăмарĕç. Çавă халĕ те асра. Çитĕнекен ăру ачаран пай çинче ĕçленĕрен харсăр пулать. Сидоровсен яла уйрăлса тухса çурт илнĕ пĕр ывăлĕ те çемйипе хуçалăхра выльăх йышлă тытать.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)