07 декабря 2013 г.
Первомайскинчи çамрăксен канашĕ "Чи лайăх çамрăксен канашĕ тата унăн ертỹçи _ 2013" конкурсра малти вырăна тухса район чысне хỹтĕлеме тивĕçрĕ. Конкурса канаш ертỹçи Т. Степанова тата çак ял тăрăхĕнчи яш-кĕрĕм _ Е. Гусева, А. Арбузов, Ю. Сидорова, Ю. Степанов, Е. Шашкина _ хутшăнчĕç.
Ăмăрту икĕ куна тăсăлчĕ. Çак вăхăтра хĕрсемпе каччăсем хăйсен пултарулăхне тренингсенче, мастер-классенче тĕрĕслерĕç. Çамрăксен канашĕн гимне Первомайскисем юрлама тухсан залра пухăннисем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Сцена çинчех шухăшласа кăлармалли ташăпа та вĕсене çитекенни пулмарĕ. Уйрăмах ирхи зарядка пурин кăмăлне те кайрĕ. Ăна ачасене хушма пĕлỹ паракан центрти "Ертỹçĕ шкулĕ" кружока çỹрекен Альмир Куртлюков хĕвел пек тумланса ертсе пычĕ.
Конкурсра Первомайскинчи Çамрăксен канашĕн членĕсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартрĕç.
А. АНТОНОВА, çамрăксемпе ĕçлекен методист
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)