04 декабря 2013 г.
ПЕРВОМАЙСКИ ял тăрăхĕнче А. Лапшина çывăх пĕлмен çын та сахал-тăр. Иртнĕ суйлавра Анатолий Максимовича Пỹртлĕсем хăйсен "тарçи" пулма шаннă. Ял халăхĕ темиçе çынран çак хастара суйласа пач та йăнăшман. Клуб заведующийĕ хăйĕн тĕп тивĕçне тирпейлĕ те кăмăллă туса пынипе пĕрлех обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать, ыр кăмăллăх акцийĕсенче пысăк пуçарулăх кăтартать.
Кăçалхи Тавралăха сыхламалли çулталăка та вăл пĕр йĕрсĕр çеç ирттерсе яман. Ялта юхăнса выртакан 12 гектар сад пахчине хăй çине илсе чылай ĕçсем тунă: кỹлĕ чавтарнă, пулăсем ĕрчетме янă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)