16 ноября 2013 г.
Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи Турра ĕненекенсем çулленех тĕрлĕ çĕрти таса вырăнсене курса çỹреççĕ, тĕнчипе паллă чиркỹсемпе мăнастирсене çитсе хăйсен тавра курăмне пуянлатаççĕ, чун-чĕрене тасалма пулăшакан хавхалану илеççĕ. Первомайски вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсен 40 çынлă ушкăнĕ кĕрхи каникул вăхăтĕнче 3 кун хушшинче Мускаври историллĕ вырăнсемпе паллашрĕ. Çула май таса пурнăçлă Матрона ỹтне пуç тайрĕ, аслă кĕлĕре пулса çуртасем çутрĕ. Çул çỹревçĕсем Калуга облаçĕнчи Оптинăпа Шамордино мăнастирĕсенче кĕлĕ итлерĕç, сиплĕ çăл куçра шыва кĕчĕç. Çул çỹреврен пурте тулли кăмăлпа таврăнчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)