16 ноября 2013 г.
Каншел, Пăлаçи Атăк, Анат Чакă ялĕсене пĕрлештерекен "Малалла" ял хуçалăх эртелĕн сухалакан çĕрĕ 1048 гектар, арендăна илни _ 247. Кăçал 500 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем, 60 гектар çĕр улми, пĕрлех сухан вăрлăхĕ, пĕр çул ỹсекен курăк, кукуруза акнă-лартнă. Çуллахи типĕ те шăрăх çанталăк кунта та йĕр хăварнă: аммиак селитрипе варăнтарнă пулсан та хăш-пĕр лаптăкра тырăсем шăтса тухнă хыççăн вăй илеймен.
_ Хиртен пĕр культурăна та пуçтарса кĕртмесĕр хăварман. Кĕлетсем пĕлтĕ-рхи чухлех тулмарĕç те, ним тума та çук. Пурте эпир шухăшлани пек пулмасть çав, _ тет чылай çул тĕп агрономра тăрăшакан Н. Лукин.
Хирсем хуралнă пулсан та эртелте вăй хуракансем пушă тăмаççĕ. Вăрлăх туса илессипе ĕçленĕрен хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитес çула валли кĕркуннех тасатса, сортласа хурать. Акă, çур аки умĕн районти "Звезда", "Красное знамя", "Первомайск" ял хуçалăх предприятийĕсем, Е. Мартышкин фермер тата Киров облаçĕнчен, Мордовинчен килсе пăрçа, урпа, вика, çурхи тулăпа сĕлĕ туяннă.
"Малалласем" хăйсем те вăрлăхсене çĕнетсех тăраççĕ. Яваплă тапхăр пуçланиччен "иккĕмĕш çăкăрăн" чи-чи пысăк пахалăхлă сорчĕсене _ "рябинушка" тата "невский" _ Питĕртен илсе килнĕ. Тухăçĕ те аван. Кĕрхи культурăсене те çĕнетнĕ. Вĕсене вăхăтра акнăран тата технологине пăхăннăран тикĕс шăтнă.
Паркра та шав тăрать. Трактористсем пикенсех тракторсене, комбайнсене, кăкарса çỹремелли хатĕрсене хĕле валли ха-тĕрлеççĕ.
_ Ĕççи вăраха тăсăлнăран техникăна управа лартассипе каярах юлтăмăр. Нумай пулмасть çеç çĕр улми кăларакан агрегатсене тирпейлесе пĕ-тертĕмĕр. Халь комбайнсем патне черет çитрĕ. Механизаторсем хăйсем çỹренĕ "карапсен" кустăрмисене шуратрĕç, сивĕпе юрăхсăра тухакан япаласене илсе хучĕç, _ тет Н. Пазухин.
Сăмах май, Николай Михайлович 1980-мĕш çултанпах инженерта тăрăшать. Ун пек нумай вăхăт хушши ĕçлекенни районта та урăх çук. Хуçалăхра кадрсем çителĕклĕ. Çакă хавхалантарупа çыхăннă. Акă, силос, сенаж хунă çĕрте тимлекенсене утă, комбайнерсене, сухалакансене, çур акине хутшăнакансене тырă параççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)