Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Харăсах икĕ мулкач тытма та пулать"

09 ноября 2013 г.

Çакна çирĕплететпĕр эпир _ Первомайскинчи вăтам шкулăн вуннăмĕш класĕнче вĕренекенсем. Тĕлĕнмелле вĕт! Каласа кăтартар-ха эппин.

Сăмахăмăр çул çỹревпе çыхăннă. Экскурси тесен кашни çыннăнах кăмăлĕ уçăлать. Пĕрлех умма нумай ыйту тухса тăрать. Вĕсен хуравне тупма пулатех иккен. Ку хутĕнче эпир Хусана çул тытрăмăр. Курса тĕлĕнмелли унта нумай. Тĕнче шайĕнчи студентсен универсиади те пит хыçа юлман-ха.

Таса, тирпейлĕ, илемлĕхпе илĕртекен хулана ирпе çитрĕмĕр. Тĕрлĕ йышши чечек клумбисем куçа шартараççĕ. Пирĕн çул тỹрех Кремĕлелле выртрĕ. Унти экскурси питĕ килĕшрĕ. Талăк тăршшĕ 24 сехет çеç пулман пулсан эпир кунта ытларах та тăнă пулăттăмăр. Экскурсоводăн кашни сăмахне ăша хывас килет. Мĕн чухлĕ çĕннине пĕлтĕмĕр! Вырăс, тутар, чăваш халăхĕсен туслăхĕ кунти чул стена евĕрех çирĕп иккен. Мечĕтпе чиркỹ юнашар вырнаçни те çакнах çирĕплетмест-и-ха?

Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленнĕрен, пире професси суйласа илес ыйту та канăç памасть. Чи ватă университетсенчен пĕринче пуласси тахçанхи ĕмĕтчĕ. Студентсен пурнăçĕ, вĕренỹ аудиторийĕсем пурне те кăсăклантарчĕç.

Хамăрăн класс ертỹçи, биологи учительници Л. Чернышева тĕнчипе паллă зоологи музейĕ çинчен те пĕр хутчен çеç каласа паман пире. Унти экспонатсене вара шухăшпа та куç умне кăларайман эпир. Халĕ алăпа тытса пăхмах май пулчĕ. Пỹлĕм хыççăн пỹлĕм, экспонат хыççăн экспонат... Чи ансаттисенчен (пĕр клеткăллисенчен) пуçласа чи пысăк чĕр чунсем таран вырнаçтарнă. Экскурсовочĕ хăй те нумай экспедицинче пулса курнă çын-мĕн. Музейра чунне парса вăй хурать. Чĕр чунсене хăй аллипе тытса хайлавлă ĕлкисене (муляж) тунă çĕрте те ĕçленĕ.

Тинĕс тĕпĕнчен илсе тухма пултарнă коралсем пĕр пỹлĕмре вырăн йышăннă. Тепринче _ пулăсем, виççĕмĕшĕнче _ шапасемпе çĕленсем. Малалла вĕçен кайăксем, утконоссем, мулкач, тилĕ, кашкăр, пăлан... Курса савăнмалли тем те пур. Экскурси нумай чĕр чунпа паллаштарнисĕр пуçне тĕрлĕ специальноçа куç умне кăларчĕ.

Пысăк аквариум умĕнче те сехечĕпе тăма хатĕр пултăмăр эпир. Вăхăт кĕске пулни çеç кансĕрлерĕ. Унтан "Ривьеро" аквапарк еннелле çул тытрăмăр. Унти тĕлĕнтермĕшсем, атраккционсем кăмăла кайрĕç. 4 сехет сисĕнмесĕр иртрĕ. Киле парне кỹнĕ пĕчĕк чăрăш хунавĕсемпе таврăнтăмăр. Савăк юрă шăрантарнăран çул кĕскелни те сисĕнмерĕ. Хунавсене класс сехетĕнче шкул пахчине тухса лартрăмăр. Экскурси çинчен аса илтерекен аллея пулĕ çакă.

Ĕçĕмĕр пĕтмен-ха. Çул çинче хамăр курни-илтнине презентаци туса шкул музейне паратпăр.

Малашнехи тĕллев вара _ çанă тавăрса наука вăрттăнлăхĕсене алла илсе чăннипех те студент пулас ĕмĕте пурнăçласси.

Р. ФОМИН, вĕренекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика