06 ноября 2013 г.
Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнчи вăтам тата аслă ушкăнсене çỹрекенсем Т. Герасимова воспитательница çул-йĕр правилисемпе паллаштарнă хыççăн урама тухрĕç. Ачасем кунта хăйсене мĕнле тытмаллине самантрах кăтартса пачĕç. Вĕсем светофор, жезллă инспектор, çуран çỹрекенпе водитель çинчен сăвăсем каларĕç, вăйăсем вылярĕç, пуçватмăшсем çине туххăмрах çивĕч хуравсем пачĕç. Ачасене çул çỹрев питĕ килĕшрĕ.
Г. КИРГИЗОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)