Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă аса илỹ ытамĕнче

26 октября 2013 г.

Ĕлĕкрех Первомайскинче куç диспансерĕ пурччĕ. Унта кỹршĕллĕ Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчен те сипленме çỹретчĕç. Хуласенчен, Тутар республикинчен килекенсем те пулнă. Диспансерта 40 койка вырнаçнăччĕ. Хăш чухне чирлисен шучĕ 70-80 та çитетчĕ. Вăл ĕçлеме пăрахни чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Унта вăй хунисен аса илмелли самантсем сахал мар. Çакна тĕпе хурса пĕрле пухăнма шут тытрĕç те аслисемпе çамрăксем. Çав тери кăмăла каякан тĕл пулу пулчĕ вăл. Мĕн чухлĕ аса илỹ çурал-чĕ. Савăнăç куççулĕ те тухрĕ. К

оллектив питĕ туслăччĕ пирĕн. Ĕç вĕресе кăна тăратчĕ. Концертсемпе ялтан яла çỹреттĕмĕр. Пĕр мероприятинчен те айккинче юлман. Пирĕн хушăмăртисенчен пурнăçран уйрăлнисем те пур. Вĕсене асăнса шăплăх минучĕ ирттертĕмĕр. Çичĕ, сакăр теçетке урлă каçнисем ытларах пулчĕç тĕл пулура. Çамрăкраххисем халĕ те хăйсен ĕçĕпе вăй хураççĕ. Çĕнĕ больницăра вĕсем. Çутă та хăтлă зданинче.

Ăшă аса илỹ ытамĕнче иртрĕ тĕл пулу. Унта хутшăннисем малашлăхра пурăнма хевте те илчĕç. Юлашкинчен куç диспансерĕн хуçалăх заведующийĕнче ĕçленĕ Л. Ильеров пурне те хăйĕн транспорчĕпе ăсатрĕ.

М. БЕЛОВА, Л. ТИХОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика