26 октября 2013 г.
"Эпир пурте ачалăхран" _ тенĕ пĕр ăсчах этем пурнăçĕн çак тапхăрĕ иксĕлми пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса.
Ача вăйăсăр ỹсмест, вылянăçемĕн унăн ăс-тăнĕ, тавра курăмĕ туптанать, сывлăхĕ çирĕпленет. Вăл ушкăнпа пурăнма, ĕçлеме хăнăхать.
Çавна май Аслă Арапуçĕнчи "Шуçăм" ача садĕнче вăй хуракансем те çитĕнекен ăрăва кашни кунах çĕнĕ вăйăсемпе паллаштарма тăрăшаççĕ. Ĕçченсем çакă ачасемшĕн питĕ хаклă та пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ. Пĕчĕккисемшĕн вылясси аслисемшĕн ĕçлессипе танах теççĕ. Çитĕнекен ăру вăйăра хусканусем туса куллен хул-çурăмне çирĕплетнине, майĕпен ĕç çумне çыпçăнма пуçăннине ăнлантараççĕ.
Н. ЛАПШИНА, воспитательница
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)