02 ноября 2013 г.
Иртнĕ шăмат кун, октябрĕн 26-мĕшĕнче, Первомайскинче вут-кăварпа çыхăннă инкек пулнă. Эрне вĕçĕнче Верликовсем те ытти чылай çынсем пекех мунча хутса кĕме шутланă. Анчах та çак ĕç-пуç урăхла çаврăнса тухнă çав. Ун вырăнне вĕсен хыпăнса ỹксех пушара парăнтарма тивнĕ. Юрать-ха, инкеке вăхăтра асăрханă, вут аллине унталла та кунталла ирĕке яма паман.
Пăтăрмахăн сăлтавĕ вара чылай чухнехиллех кил хуçисенчех. Арçын мунчине хутнă та шухăшсăр тухса кайнă: яваплăхне мăнукĕ çине хăварнă. Лешĕ вара асăрхаса ĕлкĕреймен курăнать...
Пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕрен сăлтавпа 41 хутчен вут-çулăма парăнтарма тивнĕ. Вăл шутра Первомайски ял тăрăхĕнче çеç "хĕрлĕ автан" пилĕк хутчен сехрене хăпартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)