12 октября 2013 г.
ПЕРВОМАЙСКИНЧИ вăтам шкулти педагогика коллективĕ вĕренỹ çулне пысăк хавхаланупа, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пикеннĕ. Туслă ушкăн пĕрремĕш канашлурах вăрман леш енче вырнаçнă Улатăра çитсе унти паллă вырăнсемпе паллашасси пирки сăмах пуçарнă. Ăна вара çилпе çеç вĕçтермен. Пĕр канмалли кун вĕрентекенсем кăçал çеç парнеленĕ вĕр-çĕнĕ автобуспа вырăссен авалхи хулине çитсе хĕрарăмсен тата арçынсен мăнастирĕсенче пулнă, авалхи чиркỹсене кĕрсе пиртен уйрăлнă чунсен канлĕхĕшĕн тата ку тĕнчери тăнăçлăхпа сывлăхшăн çуртасем çутнă, çветтуй çăл куçсенче чỹхенсе тасалнă.
Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн учительсем таврари историлле вырăнсенче, хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркипе çыхăннă экскурсисенче малашне те пуласшăн, çакнашкал çул çỹревсене ачасене те явăçтарасшăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)