Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç этеме чапа кăларать

14 сентября 2013 г.

 Тивĕçлĕ канăва кайни виççĕмĕш çул пулсан та "Первомайск" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пăрусем пăхакан Е. Кудряшова кашни ир ĕçе васкать.

Елена Николаевна шкултан вĕренсе тухсанах хăйĕн пурнăçне фермăпа çыхăнтарнă.

_ Манăн аппа дояркăра тăрăшатчĕ, ун патне пĕчĕк чухнех пулăшма çỹреттĕм. Вăй хума çăмăл мар иккенне питĕ лайăх пĕлеттĕм, апла пулин те мана кунта килĕшетчĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн ăçта вĕренме е ĕçлеме каясси пирки шухăшласа тăмарăм _ тỹрех ĕнесем патне васкарăм, _ тесе аса илет Ульяновск облаçĕнчи "Россия" хуçалăхра хăйĕн ĕç стажне пуçăннă Е. Кудряшова.

12 çул вăл çакăнта тимленĕ. Çуллахи кунсенче те хĕвелтен малтан тăрса фермăналла утнă, тавралăха каç чатăрĕ карсан таврăннă. Йывăрлăхĕсем те, куççуль тăкмалли вăхăтсем те пулнă, анчах нăйкăшса ларман. Чăваш хĕрĕ нихăçан та пуçне усман. Малалла талпăнма ăна хăй суйласа илнĕ професси те хавхалантарнă.

Пурнăç урапи çаврака пулсан та, хăçан хăш çулпа тата ăçталла каяссине эпир пĕлместпĕр. Елена Николаевнăна шăпа республикăн шĕкĕр хулине _ Шупашкара _ илсе çитерет. Вăл электроаппарат заводне вырнаçать. Кунта тăватă çул пурăннă хыççăн çуралнă тăрăха таврăнать.

_ Первомайскине куçса килсен фермăра ĕç пурри пирки пĕлтĕм. Тепĕр куннех ĕне сума кайрăм, _ тесе аса илет виçĕ ача амăшĕ.

Елена Николаевна çамрăкла çул хывма пуçланă сукмака малалла "Первомайск" хуçалăхра 1990 çулта такăрлатма тытăннă. Çулсем иртнĕçем пăрусем пăхма куçнă. Кунта та вăл чунтан тăрăшса вăй хунă. Çакна çамрăк выльăхсен ỹт хушасси лайăххи, витене таса тытни çирĕплетет.

Халь мăшăрĕпе пĕрле тăрăшаççĕ. Е. Кудряшован ĕçне патшалăх та пысăка хурса хакланă. Маттур та пултаруллă хĕрарăм кăçал Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

_ Пенсие кайнă пулсан та юратнă ĕçрен уйрăлас килмест. Тепĕр хут çуралас пулсан та фермăнах кайнă пулăттăм, _ тет сăпайлăн çеç Елена Николаевна.

Çăл Атăкра 1955 çулта çуралнă Е. Кудряшова виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Аслă хĕрĕ Света Первомайскинче лавккара, Слава ывăлĕ Ульяновскинче полицинче вăй хураççĕ. Кĕçĕнни Первомайскинчи вăтам шкулта 10 класра вĕренет. Вĕсем мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕн чăн-чăн пулăшуçисем пулнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика