11 сентября 2013 г.
Юрламан юррăн илемĕ çук Первомайски ял тăрăхĕнче пурăнакан Анна Семеновна Миронова çитес çул пĕр ĕмĕр тултарать. Çапах çын куçĕнчен çеç пăхса лармасть, кил-тĕрешре кĕштĕртетет. Эпир килессе пĕлсе Анюк аппа хăй аллипе хатĕрлесе капăрлатнă çи-пуçне арчинчен кăларса тăхăнса лартнă. Çак çемье тарават: килекене ăш пиллĕн "килех" тет, сĕтел çине çăкăр-тăвар лартать, каякана ырă сунса ăсатать.
_ Кукамай пире мĕн ачаран çапла хăнăхтарнă. Унăн "урокĕсем" пире пурнăçра та чылай пулăшса пыраççĕ,_ калаçать Светлана мăнукĕ хисеплĕ ватăна çурăмĕнчен ачашласа. _ Юрласа ĕçлесен ĕç кал-кал пынине те вăлах калатчĕ. Атя-ха, пĕрне аса ил, кукамай?..
_ Пански те чăлха
Хĕлĕх пушмак.
Пусмалла мар иккен
Шурă юр çине, _ тăсса ячĕ юрра Анюк аппа. "Юрламан юррăн илемĕ те çук" хушса хучĕ кăштах шăп тăнă хыççăн.
Ялти ытти чылай хресчен ачисем пекех Анюк аппана та шăпа пылпа кулач çеç сĕнмен. Çемьере сак тулли ача пулнăран, вăхăтĕнче тăраниччен çăкăр çисе те курман. Вулама-çырма, хутлама та кăштах çеç хăнăхайнă. Икĕ класс вĕренсе тухнă черченккене амăшĕ тỹрех хăйпе пĕрле аллине çурла тыттарнă. Пысăкланаспа вара _ çава, пуртă-пăчкă, суха пуç...
Амăшне хурлантарас мар тесе унăн пурнăçĕ пирки мĕн пĕлнине Клавдия Ананьевна хĕрĕ ытларах аса илсе каласа пачĕ. Тăлăх пулсан та тăвăл хуçайман ăна. Ашшĕ ăшшисĕр ỹсни çеç мар (вăл граждан вăрçинче пуç хунă), синкерлĕ ăраскал ăна мăшăрсăр та хăварнă. Ял каччипе, Ананийпе çемье чăмăртасан, ултă çул çеç пурăнса курайнă. Унтан фронта ăсатнă. Мăнтарăн ватă ăна паян кунччен те кĕтет. Вăрçă хирĕнчен янă виç кĕтеслĕ пĕртен-пĕр çырăва вара арча тĕпĕнчех усрать. Мускав хулине тăшманран хỹтĕленĕ вăхăтра çырнă вăл ăна: "...Анюк, умри кĕпере тăшмансем татрĕç, малалла мĕн пуласса пĕр Турă çеç пĕлет. Çапах та ытлашши ан кулян, Клавди хĕрĕме лайăх пăх, ан чирлеттер."
Пурăнакан çын амаланать, чăтать, малалла тапаланать. Хăрушă вăрçă кĕрленĕ вăхăтра темиçе уйăхри тăлăх ачана пăрахса хăварса амăшне хĕл кунĕнче тăр пĕччен Улатăра лашапа кăларса янă. Кунта унăн ытти вăй питти арçынсемпе танах Сăр шывĕпе юхтарса килнĕ пысăк кĕрешсене пăр çинчен таккаса кăлармалла пулнă. Лашипе вара турттарса тăнă. Чĕлхесĕр тусĕн ятне карчамас паян та лайăх ас тăвать-ха.
_ Сидук питĕ ăслă та, вăйлăччĕ те. Ун пек пулмасан эпĕ çул çинчи тарăн вартах аташса кайса хĕл кунĕнче шăнса вилеттĕм,_ тет Анюк аппа çав хăрушă самантсене аса илсе.
Улатăртан таврăнсанах çамрăк хĕрарăма Елчĕк çулне тума янă. Кĕпер айĕнчен шурă чулсене ватса кăларнă чухне те ача амăшне çăмăлах пулман. Алăран пысăк лум, кувалтă кайман. Тепĕр чухне каçхине кашăк тытма та хевте юлман.
Мироновсен çемйинче паян тăватă сыпăк. Анна Семеновна, хĕрĕ, мăнукĕсем, вĕсен ачисем. Кукамăшĕ пурнăçра асран тухман самантсене каласа панине пĕрре мар итленĕ вĕсем. Вăл питĕ ĕçчен те пултаруллă, патвар та ăста, тирпейлĕ хĕрарăм-кил хуçи пулнине те пĕлеççĕ. Вăхă-тĕнче вăл кантăр тылланă-и е тырă вырнă, суха пуç тытнă е платник ĕçне пурнăçланă _ кашни ĕçе чи малтан та вăр-вар пурнăçланă. Вунă-вун пилĕк çул каялла çеç-ха вăл кил умĕнчи çăл пурине те хăех хурăнран сыпăласа ăсталанă. Паян кунчченех унпа усă кураççĕ. Ăна типме памаççĕ. Мăнукĕсем пусса халĕ те "кукамай пусси" теççĕ.
Анюк аппа эрех-сăрапа иртĕнмен, ят-сумне мĕн çамрăкран упранă. Ку таранччен ăна чир-чĕр те аптратман. Çăварĕнчи шăлĕсем те темиçе çул каялла çеç тĕпренме пикеннĕ-ха.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)