Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕх çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать

08 декабря 2012 г.

Уроксем вĕçленмен пулин те Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче янраса тăракан шав тăрать. Аслисем те, кĕçĕннисем те, ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕ те пур кунта. Иккĕмĕшсем хаваслă стартсем ирттереççĕ иккен. Вăййа аслисене те явăçтарнă. Кашни команда мала тухасшăн. Л. Николаева учительница çеç пуриншĕн те пĕрешкел пăшăрханать. Вĕренекенĕсем хăйĕн-çке. Пĕрин патне пырса мечĕк парать, теприне ункă тыттарать, виççĕмĕшне хăш йĕрпе чупмаллине тĕплĕн ăнлантарать. Хушнине ăнланмасăр çухалса каясран иккĕленетех ĕнтĕ. Çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕпе пĕлÿ илни кунта та кирлĕ-çке. Тавçăруллă пулмалла, çухалса каймалла мар, йывăр лару-тăруран тухма пĕлмелле. Ахальтен мар шухăшлава ытларах аталантарассипе ĕçлеме тăрăшмасть-и-ха Людмила Васильевна уроксенче. Программа та çавнах ыйтать.

30 çул ĕçлет педагог ачасемпе. Çитĕнекен ăрăвăн психологине пĕлетех вăл. Маларахри çулсенче классенче йышлăн пулнă вĕсем. Пĕринче 39 ача кăларнăччĕ. Юлашки çулсенче чакса пыраççĕ. Кăçал иккĕмĕшне вун пĕрĕн çÿреççĕ. Пĕр енчен кашнийĕшĕнпе уйрăмшарăнтарах ĕçлеме майсем пурри лайăх та. Урокра пурин шухăшне те пĕлме пулать. Калаçăва кирек хăшне явăçтарма та вăхăт çитет. Математика предметне кăмăлларах параççĕ ачасем. Вырăс чĕлхипе те çухалса каймаççĕ. Класра ĕçленипе çеç те çырлахмасть çитĕнекен ăру. Халĕ компьютерпа е телевизорпа вĕренÿпе çыхăннă кирлĕ вăйă манерлĕ передачăсем сахал-им;

– Унчченхипе хальхине танлаштарсассăн уйрăмлăхĕсем пурах ĕнтĕ. Маларахри çулсенче эпир темăна ăнлантарассишĕн хамăр ытларах калаçнă. Çĕнĕлле вара шухăшлав мелĕпе ыйту хуравне тупатпăр. Паллах, йывăрлăхсемсĕр мар. Вырăс чĕлхипе вырăс шкулĕсен учебникĕпех вĕренетпĕр. Çавна май словарьпе ĕçлеме хăнăхмалла. Сăмах запасĕ те кирлĕ,– тет Л. Николаева.

Çĕннине кăмăлтан çул пама тăрăшать Людмила Васильевна. Акă, вĕрентÿ институчĕн методисчĕ вырăс чĕлхипе пĕлÿ парассине хăйне май сăнавлă йĕркелеме сĕнет. Ăна хирĕçлемест учительница. Вăл методикăпа республикăра 21 шкул ĕçлет. Пирĕн районтан Л. Николаева çеç. Ĕçĕн тĕшши пуррипе çуккине уçă уроксем ирттерсе тишкереççĕ. Хальлĕхе пухнă балсемпе Л. Николаева республикăра вăтам шайра пыма пултарнишĕн кăмăллă та.

Аслă категориллĕ учительница çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн ачасене тĕп пĕлÿ панисĕр пуçне тата вĕсемпе 10 сехет хушма занятисем ирттермеллине те асра тытать. “Почемучка” тата “Ăста алăсем” кружоксене пурте çÿреççĕ. Шашкăлла выляма кăмăллакансем пур. Ирĕклĕ майпа кĕрешме юратакансен секцине çырăннисем те занятисене сиктермеççĕ.

Вĕрентÿ процесĕ нихăçан та çăмăл пулман. Кĕçĕн класра вĕренекенсемпе ытларах та ĕçлеме тивет. Кирек хăш япалан та никĕсĕ çирĕп кирлĕ-çке. Çакна тĕпе хурать ĕçре Л. Николаева. Кашни урока туллин пама тăрăшать вăл. Ыттисен ĕç опытне хăйĕннипе танлаштарать, вĕсенчен лайăххине хăйĕн валли илет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика