Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмаççĕ, асра тытаççĕ

12 декабря 2012 г.

Аслă Арапуç тăрăхĕ спорта юратакансемпе тахçанах палăрса тăнă. Вĕсем çĕр-шывра çеç мар, тĕнче шайĕнче те малти вырăнсене йышăннă. Çитĕнекен ăрупа шкулти физкультура учителĕсем тăрăшса ĕçлемесен çак шаях çитетчĕç-ши; Çуках пулĕ. Сăмах кунта Первомайскинчи вăтам шкулта чунне парса нумай çул вăй хунă Н. Кузьмин çинчен пырать. Николай Иванович хăй ĕмĕрĕнче хĕрсемпе каччăсене ытти ялсенчи яш-кĕрĕмпе мĕн чухлĕ волейболла выляттарман-ши; Çак пархатарлă учителе асăнса нумай-нумай çул ĕнтĕ вырăнта волейбол спортне юратакансен турнирне ирттереççĕ. Кăçал та вăл икĕ куна пычĕ. Малтанхинче хĕрарăмсен ултă команди тупăшрĕ. Ăмăрту парадĕнче спортсменсене ялти тата районти паллă çынсем саламларĕç. Унтан команда представителĕсем Н. Кузьмин вил тăприйĕ çине асăну кăшăлĕ хучĕç.

Ăмăртакансем икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕрремĕшĕнче Первомайски ял тăрăхĕн, вăтам шкулăн, Сăкăт ял тăрăхĕн, иккĕмĕшĕнче районти тĕп больницăн, Патăрьел тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсен командисем пулчĕç. Вăйăсем питĕ çивĕч те интереслĕ пычĕç. Уйрăмах хуçасемпе сывлăх хуралĕн волейболисткисем пĕр-пĕринчен очко çине очко выляса илсе куракансене тыткăнларĕç. Районти тĕп больница команди вара финалти тупăшусенче чи çÿлти шайра пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Первомайски, виççĕмĕшне Патăрьел ял тăрăхĕсен командисем йышăнчĕç.

Иккĕмĕш кунĕнче те турнира арçынсен ултă команди пуçтарăнчĕ. Ăмăрту парадĕнче спортсменсене Первомайски ял тăрăхĕн ертÿçи В. Секретов, шкул директорĕ В. Чернышев, Н. Кузьминпа чылай çул пĕр командăра вылянă В. Бородкин, пĕрле ĕçленĕ Г. Краснов саламларĕç. «Батыревский», «Тойси», «Сугуты» командăсем пĕринче, «Паттăр», «Шурут» (Комсомольски районĕ), «Первомайск» командăсем тепĕр ушкăнра ăмăртрĕç. Тупăшусем интереслĕ те çивĕч пулчĕç. Пăхса ларма та кăмăллă. Командăсем кашни мечĕкшĕн пĕтĕм пултарулăхне парса тăрăшрĕç. Финалти тупăшусенче «Батыревский» спортсменĕсем ăстарах выляса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. «Тойси» команда иккĕмĕш, Шурутсем виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç. Малтисене парнесем тата дипломсем парса чысларĕç.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет. Аслă Арапуç енче волейболла вылякансен йышĕ чакса пырать. Ял халăхĕн те, çамрăксен те туртăм çукрах пулас ун патне. Мероприяти çÿллĕ шайра иртменнипе те хаклама пулать çакна. Ĕçлесе тăракан коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çын тытакан лавккасем пур чухне урăхрах йĕркелеме те май пулнă курăнать. Хăй вăхăтĕнче вĕсене, тен, Николай Иванович кирлĕ сĕнÿсем сахал мар панă, çирĕп сывлăхлă пулччăр тесе тăрăшнă пуль. Ертÿçĕсемпе предпринимательсен малашне çакна шута илсен аван пулмалла. Çав ăмăртусене сирĕн ачăрсемпе мăнукăрсемех хутшăнаççĕ-çке!

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика