07 сентября 2013 г.
Первомайскинчи Владимир Верликов Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрăмне пĕтернĕ хыççăн Каншелти культура çуртĕнче вăй хума пуçланă. 1993 çулта вăл "Çăл куç" ансамбль йĕркеленĕ.
Ушкăн хăйсен юрри-ташшипе пĕрре мар Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курнă, конурссенчен çĕнтерỹпе таврăннă. Халăх юррисене шăрантараççĕ вĕсем. Репертуарта улах, салтак ăсатни, йĕтес туртни, çĕнĕ пỹрт ĕçки, туй-çуй йăли-йĕрки пысăк вырăн йышăнать.
Ансамбле çỹрекенсем хушшинче А. Михайлова, Л. Верликова, В. Алексеева, К. Ильина малтанах сукмак такăрлатнă.
Сăмах май, пултарулăх ушкăнне ертсе пыракан В. Верликов мăшăрĕпе Шупашкарти "Уяв" ансабльте паллашнă. Хитре саслă хĕре алăран вĕçертмен каччă. Вĕсем пĕрлешни те 20 çул çитнĕ. Ачисем те кĕвĕ тĕнчине кăмăллаççĕ. Акă, аслă ывăлĕ купăс та шăрантарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)