Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынран ĕç хăрать

31 августа 2013 г.

 Пурнăçăн сукмакĕ нумай, хăшĕнпе утасси чылай чухне хамăртан килет. Первомайскинче пурăнакан А. Арбузов çăмăллине, симĕс шăрчăк пек çеç сиккелесе çỹремеллине суйламан, телей шыраса ют тăрăха та çỹремен. Ачаран тăпрана тарпа шăварма хăнăхнăскер, ялтах юлнă. Кĕçĕнни пулнă май, чăвашсен ырă йăлине пăрахăçа кăлармасăр, тăван килĕнче тĕпленнĕ.

Александр Ильич йышлă çемьере çитĕннĕ. Апата ларсан тỹрех 7 алă çăкăр патне тăсăлнă. Ашшĕпе амăшĕ хăйсене пулăшаканĕсем çине пăхса савăнса çеç тăнă. Шел пулин те, ачасем арçыннăн çирĕп аллин ăшшине нумай туяйман: йывăр чире пула кил хуçи вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Анчах вăл вĕсене ĕçе юратма вĕрентсе хăварнă. Çут тĕнче парнелекенĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе, куççульне пытарса пепкисене тĕрĕс çул çине тăратнă. Пурте тĕрлĕ професси суйласа илнĕ, çĕр-шывăн тăватă кĕтесне саланнă. Кăвапипе çĕрпе çыхăннă Александр Ильич Патăрьелĕнче механизатора вĕренсе тухнă, "Рассвет" колхозра вăй хума пуçланă. Самана таппине пула хуçалăх ячĕсем улшăннă, халь А. Арбузов "Первомайск" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать. Çулталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те вăл руль умĕнче. Çуркунне хĕвел хăйĕн пайăркине сапаласа ăшăтма, кăнтăртан килнĕ кайăксем савăк юррине шăратма пуçласанах хире тухать. Тĕш тырă акать, минераллă удобренисем сапать... Пĕрчĕллĕ культурăсем пиçсе çитсе пуçĕсене çĕрелле усма пуçласан, ирхи сывлăма хĕвел пуçтарса илсен Дон _ 1500 Б комбайн штурвалне тытать. Çулсерен 6500 тоннăран кая мар тыр пул пуçтарса кĕртет. Вырма вĕçленсенех А. Арбузов уй-хир "карапне" хĕле валли тирпейлесе лартать те тракторпа çỹреме пуçлать. Ара, хуçалăхра юр ларичченех вăй хумалли çителĕклĕ. Телевизор умĕнче çеç ларма хăнăхманран хĕлле те пушă тăмасть. Ĕçлĕхлĕ пулнишĕн, çынна пулăшма тăрăшнишĕн ăна пĕрле ĕçлекенсем те, ял çыннисем те хисеплеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕр ĕçченĕ 2011 çулта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин хисеп грамотине, пĕлтĕр Раççей Ял хуçалăх министерствин тав çырăвне, кăçал районти "Чи лайăх механизатор" ята илме тивĕçнĕ.

Кайăксем те тỹпере мăшăрпа вĕçеççĕ. Александр Ильич та çемье çавăрнă. Çỹпçине кура _ хупăлчи, теççĕ ваттисем. А. Арбузовăн мăшăрĕ те, Нина Николаевна, хăйĕн пекех тарават, маттур. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ: икĕ хĕр те пĕр ывăл. Первомайскинчи вăтам шкулта 11 класра ăс пухакан Алексее ашшĕ пĕчĕклех çăкăр хакне вĕрентнĕ. Çамрăк каччă руль çỹллĕш пулсанах пĕрле хире васканă. Малтанласа ларса çỹренĕ, каярахпа вара комбайн штурвалне тытнă. Асламăшĕпе амăшĕнчен килти хуçалăха тытса пыма хăнăхнă Иринапа Алина халь Шупашкарта пурăнаççĕ, иккĕшĕ те ĕçлеççĕ.

Картиш тулли выльăх усраççĕ Арбузовсем: 2-3 вăкăр, ĕне, сыснасем, кайăк-кĕшĕк. Çапла майпа хушма укçа кĕртеççĕ, çурт-йĕрне çĕнетеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика