24 августа 2013 г.
РАЙОНТИ 56 ялтан кашнийĕнех хăйсен йăли, хавалĕ пур. Çĕр киллĕ Пỹртлĕре те пурнăçри хăйне евĕр пулăмсем ламран-лама куçса пыраççĕ. Каччăсем мĕн ĕлĕкех кунта чун варлисене вырăнтисенех куç хывнă. Çак йĕрке паян та хăйĕн сĕмне çухатмасть. Сăмахран, Сидоровсен ултă ывăлтан тăваттăшĕ хĕр кăларма таçта юта кайман, пурте ашшĕ-амăшĕн пилĕпе ялтах тĕпленнĕ. Петр Геннадьевич вара кỹршĕ чиперккинех вĕçертмен. Еремеевсен, Албутовсен ывăлĕсем те ваттисен йăлипех çемье çавăрнă, маттур та правур, ĕçчен кинсене кунтанах тупнă. Урăхла каласан, вĕсем ялĕпе тенĕ пекех тăванлашса, хăта-тăхлачăланса пĕтнĕ. Çавăнпа салтака кайма ят тухнă çамрăк та кашни киле тенĕ пек кĕрсе тухса пил илет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)