07 августа 2013 г.
Кăçал та çанталăк, пĕл-тĕрхи пекех, çĕр ĕçченĕн тỹсĕмлĕхне тĕрĕслес терĕ курăнать. Малтан çумăр çуманни, çавна май акнă-лартнă культурăсем вăй илсе каяйманни пăшăрхантарчĕ. Шăпах вырмана тухма вăхăт çитсен çумăр, мачча кашти хуçăлса аннă евĕр, лỹшкеме пуçларĕ. Йĕпе-сапана пула пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртесси те чарăнса ларчĕ.
-90 гектарта çитĕннĕ кĕрхи культурăсен ани пушанчĕ-ха. Çуркунне калчасене удобренипе апатлантарнă, анчах та тухăç савăнтармасть: шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Çурхисене те вырма вăхăт çитнĕ. Вĕсем пирĕн 410 гектар йышăнаççĕ. Куллен çумăр çунипе комбайнсем хире тухаймаççĕ. Кадрсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук. Техникăна яваплă тапхăра тухиччен юсанă. Тырра тасатакан машинăсем ĕçе хатĕр, - тет "Малалла" хуçалăх эртелĕн тĕп агрономĕ Н. Лукин.
Хуçалăхра ир пулакан çĕр улми те лартнă. Ăна туянас текенсем пур. Анчах татах анасене техникăпа кĕме çукки чăрмантарать. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ: 120 тонна утă, 1000 тонна сенаж янтăланă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)