26 июля 2013 г.
«Асанне, эпĕ санăн саккăрмĕш ачу», - тет вăл мана ялан. Ара, ашшĕ пĕчченех ÿстерчĕ- çке ăна. Сывă та тĕреклĕ çитĕнтĕр тесе ĕçпе пиçĕхтерчĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне «хурçă ут» çине лартрĕ. Икĕ арçын килти хуçалăха çирĕп тытатчĕç. Лаша та, ĕне те, сурăхсемпе сыснасем те усратчĕç. Саша суха пуçĕ те тытатчĕ. Хăйĕн урхамахĕпе кÿршĕ- арша та çĕр улми купаласа паратчĕ. Хĕрарăм ĕçне те тиркемен. Апат та пĕçеретчĕ, кĕпе- тумтире те çуса якататчĕ»,- ăшшăн каласа парать юратнă мăнукĕ пирки Зинаида Никитина.
Нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçа Владимир Никитин ячĕпе Абхази Республикинчи Гудаута хулинчен Тав çырăвĕ килнĕ. Мотострелоксен чаçĕн командирĕ Я. Резанцев полковник Владимир Геннадьевича ывăлне Александра лайăх воспитани панăшăн, ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма хăнăхтарнăшăн тав тунă. Куншăн ашшĕнчен ытла асламăшĕ хĕпĕртенĕ. Саша пирки вăл сехечĕ- сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Пĕлтĕр кĕркунне салтак ятне илтнĕ йĕкĕт Шупашкарти электромеханика колледжĕнче ăс пухнă. Вĕренÿре те маттур, спортра та малтисен ретĕнче пулнă. Ĕмĕчĕ вара унăн- юратнăяла таврăнасси, тăван тăрăхшăн юрăхлă çын пуласси.
Кĕр мăнтăрĕпе Саша Юхмапа Пăла тăрăхне тĕрĕс- тĕкел çаврăнса çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çывăх çыннисем.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"