20 июля 2013 г.
-Вырмана кĕрхи культурăсене тỹрремĕнех пухса çапассинчен пуçларăмăр. Ĕç кал-кал пырать. Кĕтнĕ тухăçа илейменни çеç кăштах пăшăрхантарать. Мĕн тăвăн, çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ,- тет "Мапалла" ял хуçалăх эртелĕн тĕп агрономĕ Н. Лукин.
Кунти анлă уй-хирте икĕ комбайн ĕçлет. Николай Михайлович Филиппов хăйĕн ывăлĕпе 50 гектар кĕрхи тулă, 40 гектар кĕрхи ыраш пухса çапнă. "Уй-хир карапĕсем" 10 гектар пăрçа уйне те пушатрĕç. Çĕнĕ тырра йĕтем çине В. Макаров йышăнать, бригада ăна алласа кĕлете кĕртет.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)