26 июня 2013 г.
Первомайски Патăрьел тăрăхĕнче пысăк ялсенчен пĕри шутланса тăрать. Çак ялта пĕр-пĕрне килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ Ананий Егоровичпа Мария Григорьевна Киргизовсем. Çимĕк уявĕ Киргизовсен çемйишĕн татах та паллă кун пулса юлчĕ. Шăпах 65 çул каялла çак пысăк уявра вĕсем çемье çавăрнă, каярахпа 6 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ вĕсем 9 мăнукĕпе тата 7 кĕçĕн мăнукĕпе йăпанаççĕ.
Ял-йыш та хисеплет вĕсене. Ананий Егорович вун çиччĕрех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Берлина çитичченех вăрçă çулĕсемпе утнă, темиçе хут та аманнă. Сăмах май каласан, халь вăл ялта пурăнакансенчен пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ. Кайран вара нумай çул хушши аслă Арапуç ялĕнчи сельхозтехникăра экономист пулса вăй хунă. Темиçе хут та хисеп грамотисене илме тивĕçнĕ. Мария Григорьевна та тыл ветеранĕ. Вăл вăрçăн йывăр çулĕсенче тракторпа ĕçленĕ, фронт валли тыр-пул хатĕрленĕ çĕре хутшăннă, кайран ял-хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Мария Григорьевна аллисем ылтăн. Пушă вăхăт тупсанах вăл тĕрĕ тĕрлеме ларнă. Тĕррисене вара ял халăхĕ тĕрлĕ выставкăсенче курса савăннă. Ялта "тимĕр туй" кĕтсе илекенсенчен пĕрисем Киргизовсем. Çирĕп çемье çавăрса, ăна пурнăç çулĕпе тĕрĕс-тĕкел ертсе пынипе паян мухтанатпăр, çамрăк ăрăва та çакă хавхалану кỹтĕр.
Р. ЖУРАВЛЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)