26 июня 2013 г.
Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме каякансене чыслăн та хисеплĕн ăсатасси Первомайски ял тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ. Çуркуннехи призыв та ăнăçлă пырать. Хальхинче ентешсем сакăр каччăна сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме ырă сунĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри салтак аттине тăхăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.
Çак эрнере акă администраци тата культура ĕçченĕсем, тăван-пĕтенĕсемпе тус-юлташĕсем Иван Семенова ваттисен йăли-йĕркипе пил панă, салтак ятне чыслăн упрама ырă суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)