26 июня 2013 г.
" ÇАКНАШКАЛ хăрушă хыпар нихăçан та çынсен сехрине ан хăпарттăр. Çапах та пурнăçра кирек мĕнле инкек йăтăнса анасса та хатĕр пулмалла, ăна парăнтарма пĕлмелле. Унсăрăн... Çак тĕллевпе иртнĕ эрнере районти пушар чаçĕпе надзорĕ тата районти медицина службин гражданла хỹтĕлев енĕпе тимлекен штаб начальникĕ, районти тĕп больницăн ренгенолаборанчĕ И. Хитров йĕркеленипе Первомайскинчи участок больницинче вĕрентỹ йĕркеленĕ. Вăл ăнăçлах пулса тухнă. Пушарта шурă халатлисем вăхăтра тата васкавлă йышăну тунăран чирлĕ çынсене те, персонала та ирĕке илсе тухнă, эвакуациленĕ. Çывăх вăхăтра çакнашкал "пушар" Пикшикпе Туçари врач офисĕсенче те пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)