19 июня 2013 г.
Çул-йĕр правилисене пĕлменрен е ăна пăхăнманран районта тăтăшах йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Тепĕр чухне вăл пысăк инкекпех çаврăнса тухать.
Ачасене мĕн пĕчĕкрен çул-йĕр культурине вĕрентес тĕллевпе эпир час-часах Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче практика занятийĕсем йĕркелетпĕр. Хальхинче те Т. Герасимовапа Г. Киргизова воспитательсем аслă тата вăтам ушкăна çỹрекен ачасемпе малтан вĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнассине мĕнле пĕлнипе викторина ирттерчĕç, кайран вара ăна практикăра кăтартса пачĕç. Пĕчĕккисем çул-йĕр "инспекторĕсен" хушăвне тĕрĕс пурнăçларĕç.
Т. ГЕРАСИМОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)