08 мая 2013 г.
Кашни çыннăн пурнăçĕнче йывăç, çурт лартмалла, ача ỹстермелле, теççĕ. Сителĕнчи "Сидели" хуçалăх ертỹçи А. Иванов çаксене пурне те пурнăçланă, анчах юлашки вăхăтра ăна унччен пурне те тутлă пан улмипе савăнтарнă сад типсе илемне çухатни пăшăрхантарнă. Çавна май ăна тепĕр хут ĕрчетсе яма шут тытнă. Унăн шухăшне çак ялта пурăнакансем те ырланă, кĕске вăхăтрах çимĕç паракан хунав 300 тĕп лартнă. Экологи çулталăкĕнче сăваплă ĕçе пуçăнни пушшех те кăмăллă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)