30 апреля 2013 г.
Халăхăмăра çутта кăларнă И. Яковлев çуралнăранпа 165 çул, "Хыпар" хаçат никĕслевçи Н. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май, республикăри физкультурăпа спорт тата туризм министерствипе "Хыпар" издательство çурчĕ пуçарнипе çăмăл атлетсен чупăвĕ иртрĕ.
Спортсменсен çулĕ кĕске пулмарĕ. Иван Яковлевич çуралнă Теччĕри Кăнна Кушкинчен старт илчĕç вĕсем. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Тутарстанри Çĕпрел, кỹршĕллĕ Шăмăршă, ытти районсемпе ялсене хыçа хăварса Патăрьел районне çитрĕç.
Район чиккинче вĕсене Сăкăтри вăтам шкул хастарĕсемпе Нăрваш Шăхалĕнчи В. Бородкин спорт ветеранĕ ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Яманчурель кукăрĕнче Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем старта йышăнчĕç. Унтан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Шăнкăртамри, Хирти Пикшикри, Первомайскинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем чупăва çуран та, велосипедпа та малалла тăсрĕç. Кăнна Кушкинчен Шупашкара çитекенсем вара вун виççĕн. Вĕсен хушшинче шкулсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсем те, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен те пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)