Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уроксенче тунсăхлаймăн

05 декабря 2012 г.

Уроксем пуçланичченех Первомайскинчи вăтам шкулти вун пĕрмĕш классем вырăс предмечĕпе консультацине кĕрсе ларчĕç. Л. Романова учительница киле парса янă ĕçсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеме пикенчĕ. Çиелтен çеç çыркаланисем те пур-мĕн. Çакă тивĕçтермерĕ учительницăна. Людмила Ильинична ĕçе ячĕшĕн тунине килĕштермест. Вăхăчĕ кĕске пулин те класпа пĕрле çĕнĕрен пăхса тухрĕç ачасем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче тĕл пулма пултаракан хăш-пĕр ыйтусене. Çакăнпа пурте кăмăллă юлчĕç.

ППЭ пуçланиччен вăхăчĕ самаях пулин те шухăшлаттаратех вăл вĕренекенсене. Çавăнпа пĕр сиктермесĕр çÿреççĕ консультацисене. Шкултан вĕренсе тухнă чухне илнĕ балсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме пулать-çке. Тăрăшни хăйсемшĕн.

– Пурнăç çулĕ çине тухакан класра уроксем ирттернĕ чух яланах канăçсăр. Ачасемпе уроксем умĕн те (занятисем 8 сехет çурăра çеç пуçланаççĕ), хыççăн та ĕçлеме тăрăшатпăр. Тарăнрах пĕлÿ илес текенсем хăйсем тĕллĕн ларма та ÿркенмеççĕ. Компьютер мĕн чухлĕ çăмăллăх кÿрет халĕ! Акă вуннăмĕшсемпе çак кунсенче Некрасов пултарулăхне пăхса тухатпăр. Интернетра техĕмлĕ материалсем питĕ нумай. Унта кĕрсе хамăра кирлĕ темăна пуянлататпăр, – тет Людмила Ильинична.

24 çул шкула утакан педагогăн калаçăвĕнчи кашни сăмаха манăн та ăша илес килчĕ. Тимлĕн итлемелле пуплет вăл. Сассине хăпартмасть. Ачасемшĕн те, ашшĕ-амă-шĕшĕн те кирлĕ сĕнÿсем сахал мар унăн. Ахальтен мар ĕнтĕ ытти çулсенчи выпускниксем Л. Романова патне килсех çÿреççĕ.

Людмила Ильинична вуннăмĕшсен класс ертÿçи. Вĕсемпе каллех сахал мар ĕçлеме тивет. Класс тулашĕнчи мероприятисенчен пĕринчен те пăрăнмаççĕ хĕрсемпе каччăсем. Олимпиадăсене, конкурссене, конференцисене хутшăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркипе килĕшÿл-лĕн ирттерекен спорт ăмăртăвĕсене уйрăмах кăмăллаççĕ.

– Япăх ача çук маншăн. Çитĕнекен ăрăва пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшма вĕрентессине тĕпе хума тăрăшатăп эпĕ. Ушкăнпа экскурсисене тухса çÿретпĕр. Акă кăçал Питĕре те çитсе килтĕмĕр, – тет сăмаха малалла тăсса Л. Романова.

Мĕн чухлĕ калаçсан та Людмила Ильинична ĕçри çитĕнĕвĕсемпе хăпартланнине туймарăм. Эпĕ ас тăвасса унăн кабинечĕ 2008 çулта районта малти вырăна йышăннăччĕ. Александра хĕрĕ пĕлтĕр те, виçĕм çул та районти олимпиадăра вырăс литературипе пĕрремĕш тухса савăнтарнăччĕ. Республикăран вара виççĕмĕш вырăнпа таврăннăччĕ.

Канашласа ĕçлемеш-кĕн пысăк стажлă педагогсем сахал мар шкулта. Людмила Ильиничнăн мăшăрĕ те учитель. Николай Васильевич технологи, ĕç, черчени предмечĕсене вĕрентет. Кружокĕсем те çителĕклех унăн.

– Кирек хăш ĕç те йывăрлăхсемсĕр мар ĕнтĕ. Хамăр чăваш пулнишĕн хĕпĕртетпĕр эпир. Анчах ачасем вырăсла калаçнă чухне малтан пуçра чăвашла шутлаççĕ, кайран куçараççĕ. Хăш чухне яках та пулмасть. Çак çитменлĕхе пĕтерме тăрăшмалла пирĕн, – тет Людмила Ильинична.

Чăн-чăнах вĕрентекен пулма çуралнă текен шухăш çирĕпленчĕ Л. Романовапа тĕл пулнă хыççăн. Уроксене çÿлти шайра ирттернĕренех тунсăхламашкăн никамăн та вăхăчĕ çук.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика