Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă пĕлсен – атăçă та, ăстаçă та

10 ноября 2012 г.

Первомайскинче пурăнакан В. Такташкина паян юлташ-пĕлĕшĕсем, паллакансем чăн малтанах хурçă “утсен” шанчăклă “тухтăрĕ” пулнипе пĕлеççĕ. Хăйне ас тăвассах техникăпа кăвапине çыхнăскер чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ вăл юмахри асамçă евĕр чăхăмланă “чĕресене” пĕр тикĕс тапма пулăшать. “Чи пахи – эпĕ юсакан трактор-машинăсен сывалайми чирĕ – “рак” тупăнманни. Çакă шăпах мана хавхалану кÿрет те”,– кăмăллăн калаçать Владимир Иванович хăйĕн ĕçĕ пирки.

Тăватă-пилĕк çултах вăл хăйсен урамĕнче пурăнакан пĕр пы-ысăк пиччĕшĕ евĕр “Т– 54” йышши трактора хăй тĕллĕн çÿретме ĕмĕтленнĕ. Арçын ача шухă шухăшĕпе çеç çырлахман. 5-6 классенчех мотоциклпа вĕçтерсе çÿренĕ, автомашина, трактор рульне те шанчăклах тытнă. Çавăнпах ĕнтĕ алла аттестат илнĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче хăйĕн ăс-хакăлне пуянлатнă. Çамрăк механик çар хĕсметĕнчен таврăнсан Патăрьелĕнчи техника юсакан предприятинче ĕç стажне çырма пуçланă. Кăмăлланă ĕçре пĕлÿ çителĕксĕр пек туйăннăран, çийĕнчех Шупашкарти ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ.

80-мĕш çулсенче, районта коллективлă хуçалăхсем кĕрлесе ĕçленĕ тапхăрта, СХТра диагностика службине йĕркелесе янă. Колхозсенчи ака-суха ĕçне хутшăнакан кăткăс техникăна куçпа пăхса, алăпа хыпашласа кăлтăка тÿрех палăртма йывăр. Ятарлă оборудованипе усă курма пĕлмелле, вара вăл тÿрех вăрттăнлăха çиеле кăларать. В. Такташкинпа Г. Егоров (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ку тĕлĕшне районта шанчăклă “тухтăрсем” пулнă. Кунне уямасăр çеç мар, çĕрне пăхмасăр “чун” панă вĕсем техникăна.

– Пĕррехинче мана “Труд” хуçалăха чĕнсе илчĕç. “Алтай” бульдозер вырăнтан та хускалаймасть-мĕн. Çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче вара вăл сывлăш пекех кирлĕ. Трактор йĕри-тавра пĕр хĕрĕх çын тăрмашать пулĕ. Енчен те эпĕ те кăлтăкăн сăлтавне пĕлмесен, чăннипех те намăс пулать, тесе шутлатăп. Пуçра мотор пайĕсем, унăн пĕтĕм системи ÿкерчĕк пек тухса тăчĕç. Ăнлантăм: топливо йĕркеллĕ пымасть. Прибор та çакнах çирĕплетрĕ. Хаш! сывласа ятăм эпĕ савăннипе. Ку маншăн черетлĕ ăнăçу пулчĕ,– ăшшăн аса илет Владимир Иванович ĕçри самантсене.

Инженер-диагностик хăйĕн пĕлĕвне, тавра курăмне анлăлатсах пынă. Ĕçри тăрăшулăхĕ, пултарулăхĕ, ăсталăхĕ ăна паянхи кунчченех пулăшса пырать. Хальхи вăхăтра та уйрăм çынсем, фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсем те ĕлĕкхи инженер-диагностик патне пулăшу ыйтма пыраççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика