Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛЛА-АЛЛĂН çУр ĕМĕР ЫТЛА

14 ноября 2012 г.

Каншелĕнчи Мефодий Алексеевичпа Галина Дмитриевна Ильинсем çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕрне савса, юратса пурăнаççĕ. Çакă уй урлă каçасси мар. Мефодий вун тăваттăрах “Большевик” колхозра тракторист пулса ĕçлеме тытăннă. Каччă хăйне шанса панă хир «карапне» тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттерсе нормăна ытлашшипех пурнăçласа пынă, çамрăксем хушшинче вăл чи пултарулли шутланнă.

50-мĕш çулсенче çĕр-шывра усăсăр выртакан çĕрсене ĕçе кĕртес юхăм пуçланнă. Мефодий комсомолец Алтай крайне тухса кайнă. Унта та вăл малтисен ретне тухнă, тав хучĕсене тивĕçнĕ. Çамрăк каччăна çакăнтанах совет çарне ăсатнă. Шăпа ăна Курил утравĕ çине илсе çитернĕ. Унта вăл погранзаставăри йытăсене вĕрентнĕ çĕре явăçнă.

“Шкулти учительсем пекех кунта та кашни йытă патне уйрăм тимлĕх кирлĕ. Унсăрăн ăна хăвăн шанчăклă юлташу тăваймастăнах”,– каласа парать ватă пограничник. Çак чикĕ тăрăхĕнчи маршрутпа виçĕ çул хушшинче миçе пин çухрăм утман-ши вăл хăйĕн тăватă ураллă тусĕпе! Çакăнта ĕнтĕ унăн чăтăмлăх, çивĕчлĕх, хăвăртлăх енĕсем туптанаççĕ. Заставăри тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче, уйрăмăх çуран чупас енĕпе Мефодий малтисен ретне тухать. Пирвайхи грамотăна 1500 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăн йышăнса илет. Яла таврăнсан та вăл районти ăмăртусенче 800–1500 метр чупассипе çĕнтерÿçĕ ятсене тивĕçет. Акатуйсенче палăрать. Çакăн пек каччăна мĕнле хĕр юратмĕ! Мефодий ял хĕрне Галинăна кăмăллать. Вăл та тахçанах ун çине куç хывнă. Часах вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Мефодий механизатора кÿлĕнет, Галя фермăра пăрусем пăхать, ĕне сăвать. Чылай çул фольклор ушкăнне юрлама çÿрет, тĕрлĕ ялпа хулара концертсем лартнă çĕре хутшăнать.

Мăшăр тăватă ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, аслă çул çине кăларнă, пĕлÿ панă. Анчах асли, Гена, сарăмсăр вилнĕ. Ытти ачисем пурте çемьеллĕ, кашнийĕ вырăнлă, ватăсене мăнуксемпе савăнтараççĕ. Халĕ çак савнă мăшăрăн, ĕç ветеранĕсен ăрăва малалла тăсаканни тăххăрăн çитĕнет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика