Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуçăмпа тăракан – ылтăнлă

03 ноября 2012 г.

Первомайскинче пурăнакан Петр Николаевичпа Наталья Алексеевна Никитинсем иккĕшĕ те кĕрĕк арки йăваласа ларма юратмаççĕ. Пус çумне пус хушас, пурнăçа

йĕркелесе пырас тесен таçтан килсе пулăшасса кĕтмелле маррине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах вĕсем картиш тулли выльăх усраççĕ. Ĕçлĕхлĕ пулнăранах ыйхисем те шăпчăкăнни пекех кĕске, отпуск та, канмалли кун та çук.

Никитинсен хуçалăхĕпе паллашнă май тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Ара, вĕсем чăн-чăн мини ферма уçнă. Витере 28 сысна амипе икĕ аçи тата тин çеç çăвăрланă, кăшт ÿснĕ çурасем хырăмĕсем туллирен нăрăхлатса кăна выртаççĕ.

– Нумай пулмасть айĕсене тасатса пĕтертĕмĕр. Ирех тухатпăр та кăнтăрла çитеспе çеç киле кĕретпĕр. Апат парса, тислĕкне хырса пĕтернĕ çĕре вăхăчĕ аванах иртет, – тет Петр Николаевич. Калаçăва Наталья Алексеевна та хутшăнать.

– Пĕрлешнĕренпех сы-сна çăвăрлаттарса çура сутассипе ĕçлетпĕр. Малтанхи çулсенче 5–6 ама кăна усраттăмăр, халь вĕсен шутне 28 пуçа çитертĕмĕр, – пĕлтерет хăйсен пурнăçĕпе паллаштарса кил хуçи мăшăрĕ.

Эпир пынă вăхăтра шăпах 8 ама çăвăрланăччĕ. Вĕсенчен пурĕ 76 çура илнĕ. Пĕри вара пилĕк пус пек сăмсаллисене харăсах 18 тунă, вĕсенчен 14-шĕ пурăнаççĕ. Çитес вăхăтрах тата тепĕр пиллĕкĕшĕ йыш хушмаллине (халиччен çăвăрларĕç те пуль – авт.) каларĕç.

Выльăха лайăх пăхни çеç çителĕксĕр. Тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра прививка тумалла, ăратлăхне те çĕнетмелле. Туянакансем салли сахалтарах е сий-сий çуллипе тачăка какая ытларах кăмăлланине те шута хумалла. Никитинсем çаксене асрах тытаççĕ. Вĕсем шурă пысăк, ландрас, дюрок ăратсемпе ĕçлеççĕ. Аçисене те улăштарсах тăраççĕ. Халь усраканнисене Киров облаçĕнчен тата Тутар Республикинчен илсе килнĕ. Чирсем çулăхасран уколĕсене те вăхăтрах туса тăраççĕ.

Нумай пулмасть çеç çăвăрланă сысна ами çурисемпе тăракан пĕр витене кĕретпĕр. Амăшĕ çумне пĕчĕкскерсем йăпшăннă та апат çиеççĕ. Хуçине курсан пысăкки тем каласшăн пулнă пек сас пачĕ те малалла лăпкăнах выртрĕ.

– Çурисене ăçта сутатăр; – кăсăклантăм эпĕ.

– Çурасене амăшĕ çумĕнче чухнех çиме вĕрентетпĕр. Кăшт аталаннă хыççăн вĕсене хамăр ялсем те, кÿршĕсенчен те хаваспах килсе илеççĕ. Ытларах чухне Киров облаçне кайса сутатпăр. Унта та эпир ÿстернĕ çурасене хапăллаççĕ, – хыпарларĕ Наталья Алексеевна.

– Кунне 10 витререн кая мар çăнăх пĕтет. Тыррине ял хуçалăх предприятийĕсенчен, уйрăм çынсенчен те илетпĕр, – калаçăва малалла тăсса пĕлтерет Петр Николаевич.

Ĕçчен мăшăр сысна усранисĕр пуçне икĕ вăкăр, ĕне, кроликсем тытать. Çавăн пекех Первомайскинче “Анат” ятлă лавкка уçма та вăй çитернĕ. Петр Николаевичпа Наталья Алексеевнан чи-чи хаклă пурлăхĕ – виçĕ хĕрĕ. Иккĕшĕ çунат илсе тăван килĕнчен вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ – Надя – Чулхулари полици академинче, Зоя медучилищĕре ăс пухаççĕ. Ангелина 7-мĕш класра вĕренет. Ачисене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме, пĕчĕклех ĕçе хăнăхма пулăшас тĕллевпе ырми-канми ĕçлеççĕ Никитинсем

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика