Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕлете кĕрет сар тулă

08 августа 2012 г.

Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне майлă илемлĕ. Çу уйăхĕнче хирте симĕс калчасем куçа илĕртетчĕç пулсан, халĕ пуçĕсене уснă тулли пучахсем кăмăла уçаççĕ. Кĕрхи культурăсен уйĕнче ĕçлекен комбайнсен, йĕтеме тырă турттаракан автомашинăсен сассисем пĕрлешсе кайса кĕвве çаврăнса тавралăха саланаççĕ. Кĕлете çĕнĕ тухăç кĕнĕрен чунра савăк туйăм çуралать.

Ирхи сывлăма хĕвел пуçтарса илнĕ хыççăнах Каншелĕнчи “Малалла” хуçалăхăн виçĕ çул каялла туяннă “Вектор” тата виçĕ “Нива” “карапĕсем” тырă пуссине тухрĕç. Тÿрех çапса тĕшĕленĕрен ĕç кал-кал та хăвăрт пырать. Штурвал умĕнче ларакансем опытлă пулни те кунта витĕм кÿрет ĕнтĕ. Акă, Николай Филиппов 32-мĕш хут вырмана хутшăнать. Александр ывăлĕ унăн пулăшуçи пулса тăваттăмĕш çул вăй хурать. И. Терентьев, Ю. Шайманов, В. Туктанов, Василийпе Петр Козловсем те çĕнĕ çынсем мар.

– Хуçалăхра кĕрхи культурăсем 110 гектарта çитĕнчĕç: 70 гектар тулă, 40 – ыраш. Шел пулин те, кăçал тухăç ытлашши савăнтармасть. Минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă курнă пулин те гектартан 20 центнер çеç тухрĕ. Пĕтĕм шанчăк 305 гектар йышăнакан çурхисем (140 гектар тулă, 140 – урпа, 25 – сĕлĕ) çинче. Вĕсем кăçал аванах ÿсрĕç, – тет “Малалла” ял хуçалăх эртелĕн тĕп агрономĕ Н. Лукин.

Вăрлăха тухăçăн амăшĕ, теççĕ. Эртелте çакна яланах тĕпе хунă. Вăрлăх туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри пулнăран та çулленех çĕннисемпе усă курма тăрăшаççĕ. Кăçал туллăн “симбирцид”, сĕллĕн “рысак” сорчĕсене туяннă, никĕсе хывнă. Вĕсем те, ыттисем те пăхмалăх пур: хăмăлĕсем çÿллĕ, пучахĕсем тулли те вăрăм.

Йĕтеме кĕнĕ тырра тÿрех тасатса кĕлете кĕртсе пыраççĕ. Кунта ытларах аслă классенче вĕренекен шкул ачисем тăрăшаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çапла майпа укçа та ĕçлесе илеççĕ, тырăллă та пулаççĕ. Николай Петрович вĕсен хастарлăхне те палăртрĕ.

Эртелте вăй хуракансен çак уйăхра пушă тăма вăхăт çук тесен те юрать. Хальхи вăхăтра кунта сухан (севок) пухса кĕртессипе те тимлеççĕ. 20 гектарта çитĕннĕ пахча çимĕçĕн пĕр пайĕнче ĕçе вĕçленĕ. Хиртен илсе килнисене алласа сортсем çине пайласа хума та пуçăннă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика