23 июня 2012 г.
ÇУЛЛА йывăç-курăк ешернипе, çеçкесем хĕм сапнипе илемлĕ. Çавăнпа-тăр, кăчухне чылай çын çурт умĕнчи пахчисене юмах тĕнчине çавăрма тăрăшать. Ку тĕлĕшпе Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Секретов çемйи ыттисемшĕн чăн-чăнах ырă тĕслĕх. Илемлĕ карта леш енче илĕртÿллĕ ларакан пионсем, ырă шăршă саракан розăсем, тĕслĕ кавире аса илтерекен петунисем иртен-çÿрене те тыткăнлаççĕ. Кунтан никам та чарăнса киленмесĕр, вĕсенчен вăй-хăват илмесĕр иртсе каймасть. Ĕçĕ те нумай: тăхăр пине яхăн чечек калчи туяннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)