Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăк çемье

23 июня 2012 г.

Районта кашни çулах “Çулталăкри чи лайăх специалист” конкурс ирттересси йăлана кĕнĕ. Ăна вĕрентÿ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центр йĕркелет. Кăçал унта 7 сферăран хутшăнчĕç (культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿре, йĕрке хуралĕн органĕнче... вăй хуракансем). “Чи пултаруллă çамрăк культура ĕçченĕ” хисеплĕ ята Первомайски ял тăрăхĕнчи Т. Степанова библиотекарь çĕнсе илчĕ. Татьяна Пашьелĕнче çуралса ÿснĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче филолог специальноçне алла илнĕ. Вĕренсе тухсан тăван тăрăхах таврăннă. Сител каччипе, Ю. Степановпа пĕр çемье чăмăртанă.

Мĕн пĕчĕкрен Т. Степанова кĕнекепе туслă. 2006 çулта ăна Первомайскинчи библиотекăра ĕçлеме ыйтсан вăл хаваспах килĕшнĕ. Ара, мĕн ачаран çакăн çинчен ĕмĕтленнĕ-çке!

Библиотекарь кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупать. Вулама юратман вĕренекенсене те кĕнеке тĕнчине илсе кĕме майне пĕлет. Çитĕнекен ăрăвăн тавракурăмне анлăлатма пултарнишĕн чунтанах савăнать. Çавăн пекех тĕрлĕ мероприяти те йĕркелет.

Сител кинĕ тăрăшулăхне курах Хисеп хучĕсене илме тивĕçнĕ. 2011 çулта республика шайĕнче ирттернĕ “Çулталăкăн ача-пăчасемпе ĕçлекен чи лайăх библиотекарĕ” конкурсра виççĕмĕш, районта “Манăн професси – библиотекарь” тупăшура та призлă вырăн çĕнсе илчĕ.

Таньăпа Юра йĕкĕреш ачасем – Степăпа Степанида – пăхса ÿстереççĕ. Мăшăрĕ те обществăлла ĕçсенче хастар. Çемйипех спортпа туслă. Кăçал вĕсем “Çулталăкăн çамрăк çемйи” конкурса хутшăнчĕç, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика