Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕреклĕ хуçалăх халăхшăн лайăх

17 марта 2012 г.

Çуркунне алăкран шаккани ял хуçалăхĕнче яваплă тапхăра хатĕрленме, иртнĕ çула пĕтĕмлетсе тивĕçлĕ йышăнусем тума хистет. “Первомайск” производство кооперативĕнче акана паян тесен паян тухма пултараççĕ тесен те йăнăш мар. Пусă çаврăнăшне пăхăнса ăçта хăш культурăна никĕсе хывассине те палăртса хунă.

– Пĕлтĕр 560 гектар тĕш-тырă акнăччĕ. Унтан çурхисем 380 гектар йышăнчĕç, çĕр улми – 60, сухан-севок – 10, кукуруза – 30, нумай çул ÿсекен курăксем – 390, пĕр çул ÿсекеннисем 82 гектар çитĕнчĕç. Кăçал та çакăн пекех планланă. Вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пулас тухăçăн никĕсĕн 62 проценчĕ суперэлита е элита, 38 проценчĕ I-III репродукциллисем, – пĕлтерет хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарса И. Киргизов агроном.

Пĕр 8-9 çул каялла “Первомайск” хуçалăх аванах йăвашланнăччĕ. Кăтартусем те пит савăнтармастчĕç. Кооператива “Малалла” эртелĕн тилхепине тытакан М. Петров ертсе пыма тытăннă хыççăн ĕç-пуç йĕркеленсе кайрĕ. Тĕп специалистсем пĕр шухăшлă пулса вăй хума тытăнни те витĕм кÿнĕ. Халь акана та, вырмана та тĕплĕн хатĕрленсе ирттерсе яраççĕ. Хуть хăш культурăн тухăçĕ те начар мар. Минераллă удобренисемпе сахал кăна усă курса, пусă çаврăнăшне тĕрĕс тытса пырса экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç пухса кĕртеççĕ. Акă, пĕлтĕр тĕш-тырă пĕр гектартан – 21,7 центнер, çĕр улми 134 центнер тухнă. Çавăн пекех 2725 тонна сенаж, 102 тонна силос, 114 тонна утă , 883 тонна улăм янтăланă. 2011 çула ÿсен-тăран отраслĕ пĕр миллион та 500 пин тенкĕ тупăш панă.

– Тĕш-тырă, çĕр улми уйне гербицидсем сапнă, çавăн пекех хурт-кăпшанкăран та хÿтĕленĕ. “Ик-кĕмĕш çăкăра” пĕлтĕр лартнă чухнех колорадо нăрринчен тата тымар хуртĕнчен имçамларăмăр. Кăçал та çак мелпех усă курасшăн, – тет Иван Александрович. – Çĕнĕ технологисене те алла илсе пыратпăр. Иртнĕ çул пĕр-чĕллĕ культурăсене ÿснĕ чухне апатлантартăмăр.

Тăрăшса ĕçлесен кăтартусем те савăнтараççĕ. 2010 çулхи шăрăха пула районта кăна мар, республикăра та чылай ял хуçалăх предприятийĕнче тĕш- тырă тухăçĕ пĕчĕк пулчĕ. Çавна май акма та вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлеймерĕç. “Первомайск” кооперативра вара çурхи тулă, урпа, сĕлĕ, люцерна вăрлăхĕсене 66 тонна сутнă.

Çăпатан – кантри, ĕçĕн йĕрки пур тенĕ. И. Киргизов çак каларăша тĕпе хурса вăй хурать тесен те йăнăш мар. Кашни хирпе вăл ятарлă тетрадьуçнă. Унта хăш çулта мĕнле культура акнине, тăпрана пулăхлатассишĕн мĕнле удобрени сапнине çырса пырать.

– Пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелесе пырас тесе çапла тăватăп. Кун пек мана хама та ĕçлеме çăмăлрах: пурте куç умĕнче. Пĕлтĕр пĕр хире патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн паракан пулăшупа усă курса 12 тонна кали сапрăмăр. Çавăн пекех кашни кунах юр çунине е хĕвел пăхнине палăртса пыратăп. Ĕççи пуçланас умĕн çанталăк еплерех пулассине пĕлме кирлĕ-çке, – тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ.

“Первомайск” ял хуçалăх производство кооперативĕнче çур акине ха-тĕрленсе çунтармалли-сĕрмелли материал туянма тытăннă. Удобрени те çывăх кунсенче турттарма пуçăнасшăн. Маларах илсе килме те майсем пулнă-ха, анчах хытас хăрушлăх пуррипе пуçăнман. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Çĕр улми касма канăва тухнисем хастар хутшăнаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне имçамланă çĕрте 7-8 çынран тăракантан ятарлă звено ĕçлет.

Техника паркĕнче те халь ĕç шавĕ тăрать. Вăрман турттарса пĕтернĕ хыççăн тракторсем пĕрин хыççăн тепри юсава кĕреççĕ. “Хурçă утсем” пурте тенĕ пекех çĕнĕ. Пĕлтĕр çеç Т-150 маркăллине туяннă. Механизаторсем çителĕклĕ. В. Киргизов, Ю. Дикин, В. Никитин, А. Ларев, А. Арбузов, А. Шайдуков çулленех акана та вырмана та хастар хутшăнаççĕ. Çын вĕрентсе тăни, тĕрĕслени кирлĕ мар. Хуть хăш ĕçе те хăйсемех йĕркелесе пыраççĕ.

Хуçалăхра ĕç кал-кал пытăр тесен тÿлев пирки те манмалла мар. “Первомайск” кооперативра вăй хуракансене шалусăр пуçне ытти мелсемпе те хавхалантараççĕ. Тĕслĕхрен, трактористсене утă-улăмпа тивĕçтернисĕр пуçне йÿнĕ хакпа тырă параççĕ, çĕр улми кăларнă чухне пай лекет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика