26 января 2011 г.
“Малалла” хуçалăхра тăрăшакан Г.Филиппов тракторист пĕлтĕр “Районти чи лайăх механизатор” хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Механизаторпа куçа-куçăн курнăçиччен хуçалăхри шут ĕçченĕсемпе Геннадий Михайлович професси ăсталăхне ÿстерсе пыни, унăн çемйи пирки сăмах пуçартăмăр.
– Вĕсен çемйинче ĕçе чун-чĕререн савман çын пулма та пултараймасть. Ашшĕпе амăшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă. Иккĕшĕ те вĕсем çулталăкне 365-шер ĕç кунĕ тунă. Пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулнă, – терĕç вĕсем кĕскен Анат Чакăри Филипповсен йăхне хак парса.
Филипповсем мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Пилĕк ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ вĕсем. Кил хуçалăхĕнчи вак-тĕвек ĕçсене яланах хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. Пĕртăвансем мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Гена кĕçĕн класра чухнех пиччĕшĕпе комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ. “Хурçă утăн” вăрттăнлăхне çавăн чухне ăша хывнă. Çавăнпах пулĕ каччă Первомайскинчи вăтам шкултан сакăр класс вĕренсе тухсанах Патăрьелĕнчи техника юсакан предприятире уçăлнă механизаторсен курсне вĕренме кайнă. Техникăпа çÿреме ирĕк паракан документа алла илнĕ хыççăн Геннадий пĕрремĕш хут Т-25 трактор рулĕ умне хăй тĕллĕн ларса “Рассвет” колхозра тĕрлĕрен ĕçе хутшăннă. Çамрăк каччăн тăрăшулăхĕ ун чухнех палăрнă. Специалистсем е ертÿçĕ хушнă ĕçе вăл яланах вăхăтра та тирпейлĕ пурнăçланă. Ку вара çитĕнÿ çăл куçĕн ырă енĕсенчен пĕри. Хăйĕн профессине ки-лĕштернĕрен Геннадий Михайлович çар хĕсметĕнчен килсен те тÿрех юратнă техника çине ларнă. Хальхинче ăна ДТ-75 трактор шанса панă. Юлашки çулсенче вара МТЗ–82 тракторпа хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама хутшăнать. Пĕр тĕрлĕ ĕç çеç шанмаççĕ механизатора. Çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнса вăл çĕр те хатĕрленĕ, культурăсене акнă, ядохимикатсем сапнă, рет хушшисене кăпкалатнă тата ытти те.
Кĕркунне вара кĕрхи çĕртмене хастар хутшăннă. Иртнĕ çул механизатор МТЗ-82 тракторпа 1720 эталон-гектар ĕç тунă. Ку вăл районти чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Çавăнпах тăрăшуллă та ĕçре хастар механизатора Юхмапа Пăла тăрăхĕнче професси тĕлĕшпе чи лайăххисен йышне кĕртнĕ.
Г.Филиппов çемьешĕн те шанчăклă тĕрев. Мăшăрĕпе, Татьяна Геннадьевнăпа, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Чиперккесем те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вĕсемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)