Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан тухăç та пулать

03 ноября 2010 г.

Хирти ĕçсене пĕрин хыççăн теприне черетлесех кĕркунне çитни те сисĕнмерĕ. Çавна май çĕр ĕçченĕ çитес çул пирки шухăшлама та тытăннă.

–Пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне аллама тытăнтăмăр, çанталăк сивĕтсе кайиччен вĕçлемелле. Кондицие лартсан акана тухма та кăмăллă. Вăрлăх пирĕн çителĕклĕ: 240 тонна. Хамăра 140 тонна кирлĕ, ыттине сутма хатĕрлетпĕр, –тет “Первомайск” хуçалăхăн тĕп агрономĕ И.Киргизов калаçу пуçарнă май. Сăмах май, “Первомайск” ял хуçалăх предприятийĕ районта ура çинче çирĕп тăраканнисенчен пĕри. Ăна тата “Малалла” ял хуçалăх эртеле М.Петров ертсе пырать. Ик хуçалăхра та çуллен пур культурăна та акса хăварма тăрăшаççĕ. “Кăçал çĕр улми, тепĕр çул сухан вăрлăхĕ лайăх тупăш парать, çакна шута хурса ĕçлетпĕр, ”– тет ертÿçĕ кун пирки. Кăçал та “Первомайск” кооперативра пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсем–505 гектар, çĕр улми–60, сухан вăрлăхĕ (севок)– 8, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 15 гектар йышăннă. Тухăçĕсем пурин те палăртнинчен чылай пĕчĕкрех. Мĕн тăвăн, кăçал кун пек лару-тăру пĕр хуçалăхра, районта, республикăра кăна мар, кÿршĕ регионсенче те çапларах. Шартлама сивĕ хĕлпе вĕри çатма пек çунтаракан хĕвел, çумăр çуманни пĕр культурăна та кирлĕ пек çитĕнме памарĕç. Апла пулин те “Первомайск” хуçалăхра тухăç кăтартăвĕ районтинчен пысăкрах. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсем пĕр гектартан–17, 7, пăрçа–11, çĕр улми 80 центнер тухнă. Вăрлăхсене çĕнетсе пыни, пусă çаврăнăшне пăхăнни, минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă курни чылай витĕм кÿни каламасăрах паллă.

–Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ пирĕн хуçалăхра 33 процентран кая мар е 155 гектарпа танлашать. Пусă çаврăнăшне тытса пынă чухне çакă пысăк вырăн йышăнать. Çавăн пекех минераллă удобренисемпе сахалтарах усă курма май парать, мĕншĕн тесен нумай çул ÿсекен курăк вырăнĕнчи тăпра пулăхлă. Çуллен унăн лаптăкне 150-200 гектартан кая мар çĕнетсе пыратпăр, кăçал та 155 гектар никĕсе хыврăмăр. Вăрлăхне хамăрах тăватпăр, паяна 1, 5 тонна пур. Вăл 100 гектар акма çитет, -пĕлтерет И.Киргизов.

Тыр-пул, çĕр улми вăрлăхĕсене “Малалла” эртелтен туянаççĕ, вĕсем виççĕмĕш репродукцие çитсен татах çĕнетеççĕ. Çавăн пекех тухăç лайăх пултăр тесе ÿсен-тăрана чир-чĕртен, хурт-кăпшанкă тапăнасран тĕрлĕ хими мелĕпе яланах туллин усă кураççĕ. Çум курăк ашкăрса каясран гербицид сапаççĕ.

“Первомайск” хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те йышлă, вĕсене хĕл каçарма апат нумай кирлĕ. Утă-улăм, фураж çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Хальлĕхе кунта виçĕмçулхи улăм та пур, ăна нумай пулмасть çеç ĕнесене çитерме тытăннă. Ытти ешĕл апат та çителĕклĕ.

Ака е вырма ирттермелле–пур çĕрте те техника кирлĕ. Хуçалăхра çĕнĕ МТЗ трактор - 4, кăçал Т–150 туяннă, çавăн пекех ДТ маркăлли 2 единица. Тырă пухса кĕртме “Дон-150Б” тата “Нива” комбайнсем пур. Вĕсемпе опытлă трактористсем ĕçлеççĕ. Акă, З.Степанов, Ю.Дикин, А.Ларев, Н.Кондратьев, В.Киргизов, В.Никитин яланах руль умĕнче. Акара та, вырмара та, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте те, вăрман турттарнă çĕрте те яланах вĕсене курма пулать. С.Емелюковпа В. Чуммин водительсем те тăрăшулăхпа палăраççĕ.

“Хуçалăх вăл хуçалăхра ĕçлекенсемшĕн пулмалла” текен шухăша тĕпе хурса вăй хураççĕ “Первомайск” ял хуçалăх предприятинче. Ĕçлекенсене утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтернĕ. Улăм купалакансене тÿлевсĕр улăм панă.

– “Малалла” ял хуçалăх эртельпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Ăçта мĕнле пулăшу кирлĕ, тÿрех пĕр-пĕрне алă тăсса паратпăр. Кăçал выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне малтан “Малалла” тракторисчĕсем пирĕн пата килчĕç, кайран пирĕн вĕсем патне кайрĕç, ”–пĕлтерет тĕп агроном.

Пĕр-пĕрне пулăшса вăй хунăран йывăрлăхсене çĕнтерме майсем тупса пыраççĕ те ĕнтĕ асăннă икĕ хуçалăхра. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче “лакма” пуçланă “Первомайск” кооператив та ура çинче çирĕп тăраканнисен шутне кĕчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика