30 апреля 2010 г.
Паянхи куна РФ Президенчĕн грантне районта сакăр педагог çĕнсе илнĕ. Туçари вăтам шкулти М. Табакова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Э. Карягинăпа А. Михайлова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Г. Абейдулловăпа иккĕмĕш вăтам шкулти С. Ишмуратова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Г. Сабитова, Сăкăтри вăтам шкулти Ф. Ахмадеева. Çак хисеплĕ ушкăна лекнĕ Первомайскинчи вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен Людмила Васильевна Николаевăн ĕçри тăрăшулăхĕ, çитĕнĕвĕ пирки вулакансене çывăхрах паллаштарăпăр.
Виççĕмĕш классем вĕренекен класа тăхтав вăхăтĕнче лекрĕм пулин те, кунта ĕçлĕ шăплăх хуçаланатчĕ. Пĕрисем кĕнеке вулаççĕ, теприсем темĕн эрешлеççĕ, виççĕмĕшсем компьютер умĕнче ларакан учительница йĕри-тавра пуçтарăннă та çĕнĕ юрă вĕренеççĕ.
– Чылай чухне тăхтав вăхăчĕсене те сая ямастпăр. Пĕр пайне çапла юрă-кĕвĕпе ирттеретпĕр. Вăл ачасен кăмăлне уçать, хавхалантарать, вĕсене пĕрлештерет. Чун юрланă чухне хамăрăн та пурăнас килет-çке... Ачасен те çавах ĕнтĕ, – кĕтмен çĕртен пырса кĕнĕ пулсан та çухалса каймарĕ учительница.
Калаçу пуçарнă май, тÿрех ĕç сĕтелĕ çинче выртакан портфолиона асăрхарăм. Ал тунинчен те хулăнрах пулса кайнă вăл. Унпа паллашнă май, юлашки страницине çитичченех тĕлĕнме пăрахмарăм. “Чăн-чăнах хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратакан учитель”, – шухăшларăм ăшра. Хальлĕхе портфолиора Раççей Президенчĕн грантне илни çинчен ĕнентерекен свидетельство чи хисепли, ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçри творчествăна, пуçарулăха, тавра курăма çÿллĕ шайра хаклани. Унсăр пуçне аслă категориллĕ учителĕн унран пĕчĕкрех пĕлтерĕшлисем те пайтах. Вăл – районти чи лайăх педагог-новатор, вĕрентÿ процесне эффективлă педагогика технологине кĕртес енĕпе районти чи лайăх модель çĕнтерÿçи, “Чи класлă класс ертÿçи” конкурсра та “Новатор-тĕпчевçĕ” номинаципе чи-чи кăтартулли. Республикăри Вĕрентÿ министерствин, республикăри ачасен творчество çурчĕн, районти вĕрентÿ пайĕн, шкул дирекцийĕн тата ытти шайри Хисеп хучĕсемпе дипломĕсем, Тав çырăвĕсем учителĕн ĕçĕпе çыхăннă “арчине” тата чылай пуянлатаççĕ.
– Кашни ĕç кунне эпĕ пĕлÿ пуххипе хаклатăп, унсăрăн çитĕнÿ те, тăрăшнин результачĕ те пулмасть, – терĕ Людмила Васильевна çирĕппĕн. Унăн сăмахĕпе кашни вĕрентекенĕн килĕшмелле пек. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсене пурнăçа кĕртсе пынă компьютер тапхăрĕнче пушшех те çакна мĕн пур учительсен тĕпе хумалла.
Л. Николаева кашни урока тĕрлĕрен меслетпе йĕркелет. Сăмахран, вулав урокĕпе музыкăна, математикăна тавралăха çут çанталăка вĕрентессипе çыхăнтарать. Çав вăхăтрах 45 минута тăсăлакан урокра юмах тĕнчине çитсе килни, экскурсисенче, çулçÿревре пулни, куравсем йĕркелени кĕçĕн класри ачана пĕлÿ тĕнчине туртăнма, интересленсе вĕренме пулăшать, урокри кашни минута итлесе ларас туйăм çуратать. Ачасем тĕреклĕ, яштака ÿсчĕр, вĕсен çурăм шăмми ан кукăрăлтăр тесе учительница урокра ларнă чухне вĕсен пуçĕ çине пĕчĕк хутаçпа тинĕс тăварĕ е хуратул хуртарать. Л. Николаева çирĕплетнĕ тăрăх, çакă ачасен пуçĕнчи юн çаврăнăшне лайăх йĕркелет, шутлаттарать, тимлĕхе те ÿстерет.
“Ачасене хистесе вĕрентмелле мар, вĕсене пĕлÿ парассине çеç лайăх йĕркелемелле”, – терĕ Людмила Васильевна уроксем пирки калаçу пуçарсан.
Юратнă ĕçре çеç çын телейлĕ туять. Ку енĕпе учительница хăйне çак ушкăнрисен шутне кĕртет. Ачасене вĕрентес туртăм унăн ясли-сада çÿренĕ чухнех тĕвĕленнĕ-çке. Ирина Яковлевна пек лайăх воспитательница пулас ĕмĕт те çавăн чухнех çуралнă. Çавăнпах ĕнтĕ Анат Чакă хĕрĕ Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăнах тăван шкулта ĕçлеме пикеннĕ. 27 çул хушшинче чылай ят-сум, чыс, хисеп çĕнсе илнĕ: ĕçтешĕсем, ашшĕ-амăшĕ, выпускниксем хушшинче те.
Учителĕн творчествине кăтартакан кĕнекере ашшĕ-амăшĕ вĕрентекене халалланă страницăсем те пур.
“Людмила Васильевна творчестви – чĕрĕ çăлкуç. Унăн чĕри хушнин пĕрремĕш тĕллевĕ – ачасене юратасси, вĕсене хăйсене, тăванĕсене, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси” тесе хакланă вĕсем хăйсен юратнă учительне.
Паян Л. Николаева юратнă учительница çеç мар, юратнă мăшăр, анне. Николай Ивановичпа хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ирина аслă шкулта вĕренет, ЧР Президенчĕн стипендиачĕ. Вася технолога вĕренсе тухнă хыççăн ĕç стажне пуçланă. Спортпа туслă çемьене час-часах район, республика ăмăртăвĕсенче те курма пулать.
Анат Чакăра пурăннă Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçнĕ хастар водитель Василий Сергеевич Беловпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) унăн мăшăрĕн, ĕмĕрĕпе пĕр специальноçпа ĕçлесе “Хисеплĕ повар” ята çĕнсе илнĕ Раиса Николаевнăн, аслă хĕрĕпе – Людмила Васильевнăпа çеç мухтанмалла мар. Пĕр варта выртнă пилĕк ачи пирки те ырă сăмах çеç каламалла. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, кăтартуллă çемье. Ватăсем калашле, улми йывăççинчен аякках ÿкмест çав ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)