Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спартакиада малалла пырать

18 февраля 2009 г.

Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче районти шкул ачисен Спартакиадин программипе килĕшÿллĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Ăмăрту парадне ирттернĕ хыççăн старта малтан аслă классенче вĕренекен арçын ачасем тухрĕç.

63 çамрăк старт йĕрĕ çине икшерĕн тăрса пĕрин хыççăн тепри 30 секундран хускалса кайса пилĕк çухрăмлă дистанцие ыткăнчĕç. Судьясен коллегийĕ тата тренерсем малти вырăнсене Первомайскисем, Чеменсем, Шăхальсем çĕнсе илессе кĕтрĕç. Чăнахах та малти вырăнсене К.Петров (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), Н.Павлов (Первомайски) çĕнсе илчĕç. Аслă Чементи А.Тимошкин – виççĕмĕш вырăнта. Хĕрачасенчен пултаруллисем Аслă Чеменсем пулчĕç. М.Макаровăпа А.Медведева пĕр-пĕринчен пилĕк секунд уйрăмпа финиша вирхĕнсе çитрĕç, пурне те тĕлĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăнта вара Н.Кузьмина (Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕ) пулчĕ. Тĕп шкулсен командинчи йĕлтĕрçĕсем виçĕ çухрăмлă дистанцире ăмăртрĕç. Чи пултаруллисем кунта та Аслă Чеменсем пулчĕç. А.Кудряшов тата А.Кошелев пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсенче, В.Черноглазов (Нăрваш Шăхаль) виççĕмĕш вырăнта. Хĕрачасенчен маттуррисем Нăрваш Шăхальсем пулчĕç. Н.Михайловăпа А.Григорьева малтисем, виççĕ-мĕшĕнче Е.Зотова (Аслă Чемен) пулчĕ. Командăсенче чупнă кашни тăватă арçын ачапа хĕрачасен вăхăчĕсене хушса, хăш команда мала тухнине палăртрĕç. 118, 42 очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна Аслă Чемен шкул команди йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта 122, 04 очкопа Аслă Арапуçсем пулчĕç, 136, 39 очкопа вара, виççĕмĕш вырăнта Нăрваш Шăхальсем пулчĕç. Тĕп шкул командисенчен чи маттуррисем Нăрваш Шăхальсем, иккĕмĕш вырăнта Аслă Чементи шкул команди, виççĕмĕшĕнче Шăхачри шкул команди.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика